КАЙРИ - МАЛА хит-парад - 03.09.2023ç. Çулла вĕçленчĕ - шкул пуçланчĕ, тесе пуçа усмалла мар, паллах. Вĕренÿ çулĕпе пĕрле яланах çĕнĕ тапхăр пуçланать, вăл шутра пултарулăх сезонĕ те уçăлать. Çавăнпа юрăçсем пире çĕнĕ, илемлĕ хайлавсемпе савăнтарасса шанса ку эрнери пĕтĕмлетÿ патне куçатпăр. Тавах сасăлава хутшăннисене. Чăваш радион «Одноклассники», «ВКонтакте» социаллă тытăмсенчи страницисем тата Телеграмри канал яланах уçă. Тархасшăн, эсир те хутшăнăр! 10-мĕш вырăн – Лариса Пасхина, «Пĕлĕте-пĕлĕте» 9-мĕш вырăн – Сергей Петров, «Утар малалла» 8-мĕш вырăн – Александр Арсентьев, «Чун çути» 7-мĕш вырăн – Диана, «Пушар пуль эс» 6-мĕш вырăн – Олеся Яковлева, «Тăван патне хăнана» 5-мĕш вырăн