Юлашки шăнкăрав Вĕренсе пĕтерекенĕм! Хаклăран та хаклă шанчăкăм, Саламлатăп сана чĕререн. Хĕпĕртетĕп питĕ савăккăн Сан çунат çитĕнсе çитнĕрен. Шкул ачи! Эс тăран ман умра куç тулли Савăнăçлăн чечек çыххипе. Тÿпери сар хĕвелĕн кулли Çупăрласшăн сана хĕлхемпе. Çамрăк чун! Пăлхануллă самант çитрĕ сан. Ху вĕреннĕ шкултан уйрăлан. Туйăмна пытарма хăнăхман, Куççульне чараймастăн тытса. Шăнкăрав! Хурланмалли сăлтав пурах çав, Уйрăлмашкăн вахăт çитрĕ ав. Çак шкулта янăрать шăнкăрав, Сан валли юлашки хут янрав. Уйрăлу! Куççульне эсĕ хытă пытар, Кирлĕ мар татăлса макăрма. Шăнкăрав сассине те упра Малалли пурнăçра асăнма. Çĕн çулсем! Ав чĕнеççĕ сана çутăсем, Илĕртеççĕ вĕсем çамрăка. Такăр
Çеçпĕл тусĕсем Хĕпĕртет ман чĕре сăвăсем вуласан, Вăй кĕрет чунăма Çеçпĕле асăнсан. Шухăша пуçтарса эп çыратăп сăвва Парнелетĕп таса чĕрери туйăма. Тусусем сан нумай чаплăран чаплисем, Юлташсем пулмасан пит кичем пурăнма. Эс çакна пĕчĕклех ăнланса илсенех, Кăмăллан чи çывăх туссене пуçтарма. Сан чунна пусарма пултарать вăл пулсан, Ăшăнти туйăмна калама май пулсан, Эс унпа калаçма пĕр чĕлхеллĕ пулсан, Эс ăна тус тесе калама пултаран. Сусметпа эс вĕреннĕ пĕрле пĕр класра. Уесри ялсене эс тухса çÿреме Çыхлантарнă вĕт Слесарев ятлă çынна. Юлташ саншăн чи çывăх, çакна кам пĕлмест. Сан хутна кĕрекен çынна тупрăн пулсан, Инкекрен хăтарма та вăл çитрĕ пулсан, Ун çине таянма шанчăк т
Чĕрене чĕрекен виç кĕтеслĕ çыру Халиччен упранать асанне арчинче. Тăшмана нихăçан пулас çук каçару. Асап-хурлăх вырнаçнă кашнин чĕринче. Асаттеçĕм хаяр çапăçу хирĕнче Тăшманпа кĕрешсе пуçне хунă. Çирĕмри хĕрарăм упăшки килĕнче Питĕ ир ачипе тăлăха тăрса юлнă. Çамрăклах тăлăх арăм пулса юлнисем Пурăнан пурнăçра асап тÿсрĕç çав тер. Ăшăтмарĕç чунне ăрăскал шевлисем, Çавăнпа çÿçĕсем те шуралчĕç пит ир. Шеллемест вăл вăрçă никам кунçулне, Таврăнман упăшки кÿршĕри ав инкен, Халиччен те пĕлмест упăшкин хыпарне, Чĕринче упранать çав хăрушă инкек. Вăрçăра мĕн чуль çын тăкăнать, Мĕн чуль çын куççульпе çăвăнать. Шăпчăксен юрри те шăпланать, Çамрăксен ĕмĕт те татăлать. Манаймастпăр хăрушă в