Мăнкун. Пасха.
Пĕлтерет тӳпе çӳлтен
Христос чĕрĕлни çинчен.
Хĕвел тухать ташласа,
Мăнкунпа саламласа.
«Христос чĕрĕлнĕ», - тени,
«Пурнăç вĕçĕмсĕр», - тени.
Мĕн тери ырă хыпар,
Чун – чĕрепе йышăнар.
«Чăн – чăн чĕрĕлнĕ», - тесе,
Ĕненсе, хĕпĕртесе,
Шанăçпа çирĕплетер,
Пур çынна та пĕлтерер.
Мĕн чуль халăх чиркӳре,
Тăнă хыççăн кĕлĕре,
Савăнăçлă хыпарпа
Тĕл пулать тус – тăванпа.
Çутă Аслă кун паян,
Чан сасси те ян та ян.
Чĕрĕлĕх çак сасăра,
Пур хăват та Турăра.
Сӑвӑ авторӗ Клементьева Л.Ф.
#хитре_сӑвӑсем #чăваш_сӑввисем #чăвашсем #чăваш_чĕлхи #Мăнкун
Конкурс вӗҫлениччен 15 кун юлчӗ До завершения конкурса осталось 15 дней
Вӗтӗ шӑрҫа илемӗ/ Мастер-класс "Мастерская бисера"
Показать ещё