Паян менюра – чăх пĕверĕнчен тунă паштет. Ăна килте хатĕрлеме кирлĕ:
- 0,5 кг чăх пĕверĕ,
- 1 сухан,
- 1 кишĕр,
- 150 грамм услам çу,
- 2 апат кашăкĕ тип çу,
- тăвар тата пăрăç.
Чи малтанах çатмана тип çу ярса пĕвер ăшаламалла. Çак вăхăтра суханпа кишĕре çурма çавракасем çине турамалла та пĕвер патне ямалла, пăтратмалла, тăварпа пăрăç хушмалла. Çатмана хупса 10 минут пăшăхламалла. Пиçсен апата урăх савăта куçармалла, услам çу ямалла та блендерпа вĕтетмелле.
Апачĕ тутлă пултăр!
Паштет историйĕпе çыхăннă интереслĕ информацие çак вырсарникун, çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче эфира тухакан кăларăмра пĕлме пултаратăр.
«Килте пĕçерер-ха» пур кăларăма та Чăваш патшалăх телерадиокомпани сайтĕнче https://chgtrk.ru/radio/programmy/kilte-perer-ha/ тупма пулать.
Тархасшăн, кĕрсе пăхăр, итлĕр, хăвăра килĕшекен апат рецептне суйлăр!
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев