Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Челябинск облаҫӗнчи чӑваш культура центрне туса хунӑранпа 10 ҫул ҫитрӗ.
Ҫак кун, вунӑ ҫул каялла Урал тӑрӑхӗнче пурӑнакан ентешсем Чӑваш Енри артистсене чӗнсе илсе концерт йӗркеленӗ. Альбина Сарри, Роза Степанова, Алексей Мурзуков юрланине итлеме 100 ытла Челябинск чӑвашӗ пуҫтарӑннӑ. Концерт хыҫҫӑн ентешсем Чӑваш культура центрӗ туса хума йышӑннӑ. Унӑн ертӳҫи пулма Сергей Герасимова шаннӑ. Каласа хӑвармалла, Сергей хӑй Челябинск хулинче чӑваш ҫемьинче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗпе амӑшӗ те, Надеждӑпа Александр Герасимовсем тӑван культурӑна аталантарас тӗлӗшӗпе чунне парса тӑрӑшӑҫҫӗ.
Халӗ пирӗн ентешсем Челябинск тӑрӑхӗнче хамӑр культурӑна, йӑла-йӗркене аталантарса тӗлӗшӗпе курӑмлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Кунти Туслӑх ҫурчӗ ирттерекен мероприятисенче чӑвашсем чи малтисен шутӗнче.
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов тата президиум пайташӗсем Урал тӑрӑхӗнчи ентешсене паллӑ ҫавра ҫулпа саламласа малашне те хастар пулма сунаҫҫӗ!
https://disk.yandex.com.am/d/x-zaU7lqKmle3w https://disk.yandex.com.am/d/ad-H6LvTeb6EYQ
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 11