Çырав юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçланса чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕччен пырать. Çыравçăсем килĕрен çӳрĕç, вĕсене кĕртес килмесен çырава çынсем çырав участокĕсенче хутшăнма пултараççĕ.
Пĕтĕмпе 33 ыйтăва хуравлама тивĕ. Çав шутра 23-шĕ социаллă пурнăçпа, демографипе çыхăннисем — хăш чĕлхе тăваннине палăртнинчен пуçласа миçе ача пулни таран. Тата 10 ыйту пурăнмалли условисемпе çыхăннă: хваттер лаптăкĕ, çуртра интернет пурри е çукки тата ытти те. Çыравçăсем хăйсене ыттисенчен уйăракан шарфпа тата портфельпе пулĕç, вĕсем граждансенчен нимĕнле документ та ыйтмĕç, ыйтусен хуравĕсене пĕтĕмпех çынсем сăмах вĕççĕн каланине тĕпе хурса çырĕç. Çырава УФСИН учрежденийĕсенчи çынсене те явăçтарĕç, çырав ĕçне пурнăçламашкăн çынсене ятарласа вĕрентеççĕ - çак ĕç пуçланнă ĕнтĕ.
Хисеплĕ ентешсем, Раççей регионĕсенче тĕпленнĕ чăвашсем! Хăвăра çыравра ЧĂВАШ тесе палăртма ан манăр! Тăвансене, йăх-пĕлĕшсене, чăвашла пĕлмен, анчах та чунра чăваш юнĕ чупакан паллакансене те çакăн çинчен ăнлантарса парăр.
ЧНК президиумĕ.
https://disk.yandex.com.am/d/x-zaU7lqKmle3w https://disk.yandex.com.am/d/ad-H6LvTeb6EYQ
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 8