Вĕсене пĕтĕмĕшле 3 пин ытла тӗрлӗ вӗрентӳ программипе йышӑнаҫҫӗ. Халăх ытларах программировани, бухгалтери, психологи тата кадрсен енĕсемпе интересленнине палăртмалла.
«Кӑҫал 104 пин ҫынна яхӑн ҫак вӗрентӳ проектне хутшӑнма пултараҫҫӗ», - палӑртнă Ӗçпе тивĕçтерес патшалăх службин ертӳҫин ҫумӗ - Ян Талбацкий.
Программăра 50 çултан аслăрах çынсем, шкула кайма вăхăт çитмен ачасен хальхи вăхăтра ĕçлемен амăшĕсем, сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисем, ĕçсĕррисем, ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем тата 35 çула çитмен çамрăксен уйрăм категорийĕсем хутшăнма пултарĕç. Кăçалтан «Раҫҫей Ӗҫӗ» порталта гражданин, вӗренӳ паракан тата ӗҫпе тивĕçтерекен организацисем хушшинче виҫӗ енлӗ договор туса хатӗрлеме май пур. Çавӑн пекех, килĕштернĕ ушкӑна суйласа илнĕ кунсенче вĕренме кĕме ҫырӑнтараççĕ. Вĕрентӳ тӳлевсĕр.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев