60 - 70 ҫулсенче, Мункун вӑхӑтӗнче.
Мункуна анне ҫӑмарта, кукли, куймак пӗҫеретчӗ, сӑра тӑватчӗ. Канфет, пӗремӗк пулнӑ, анчах сахал пулнӑ - укҫи ҫавӑн тарран ҫитнӗ. Уяв ячӗпе тата йӑва та тунӑ. Кам йӑвана ҫусӑртарах, кам ҫу ҫинче, кам ӑна кайран пылак шывпа тутлӑлатнӑ. Ҫу ҫинче пӗҫерни, сахӑр шывӗпе пылаклатни - паллах тутлӑччӗ!
Мункун вӑхӑтӗнче эпӗ ял тӑрӑх тутлине пуҫтарса ҫӳремен - килтен, аслисенчен ҫавӑн пек йӗрке пынӑ, килтен - киле ҫӳрени аван мар тенӗ. Ҫӳремен пулсан та, юлташсен килӗ еннелле кайма тивнех. Юлташсен амӑшӗсем, эсӗ пынине курсанах, Мункун ячӗпе кучченеҫ тыттаратчӗҫ. Кучченеҫӗ вара - ытларах ҫӑмарта, йӑваччӗ, пӗремӗк - канфет сайра - хутра кӑна панӑ.
Пӗррехинче пӗр юлташ патне кайрӑм та, ун амӑшӗ кучченеҫ тесе пӗр кӑҫҫа йӑва тултарнӑччӗ. Эх, мана ҫакӑ пӗртте килӗшменччӗ: килте те йӑва, кунта тата йӑва тултарса ячӗҫ - йӑлӑхтарчӗ йӑва! Мӗн тӑвас тен, кучченеҫе тав туса илен, кайран хуллен - хуллен ҫисе яран.
Пирӗн хыҫҫӑн пурнӑҫ улшӑнчӗ, халь вара тата улшӑнса кайрӗ - Мункунра вӗҫӗ - хӗррисӗр канфет, канфет, тата шоколад, пӗремӗке те ҫимеҫҫӗ... Эх, вӗсене пӗрре ӑшӑ, сивӗнсе те ҫитмен, пӗр пылаксӑр мӑнтӑркка йӑвана ҫитересчӗ!
Пурнӑҫ тутине пӗлме...
Йӑва ӳкерчӗкне ҫак калав хыҫҫӑн лартасшӑнчӗ, анчах вӗсем урӑхла, ҫаврака, пирӗн аннесем пӗҫерекенни чуста пӑявӗнчен касса туни пулнӑ - вӑл ҫаврака мар, тӑрӑхла.
Куймак - икерчӗ (блины).
Кӑҫҫа - кӗсъе.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев