Не указанҪӳл тӳпере +
    Не указанҪӳл тӳпере -
    2 комментария
    424 класса
    Кирилл РыбаковМантн-ши +
    Не указанМантан-ши -
    1 комментарий
    31 класс
    Олеся ЯковлеваМанми салтаксем
    Олеся ЯковлеваМанми салтаксем
    1 комментарий
    35 классов
    Не указанНе указан
    Не указанНе указан
    17 комментариев
    421 класс
    Дмитрий МоисеевМанн чрере
    1 комментарий
    48 классов
    Asamat ушканСад пахчинче плюс
    Asamat ушканСад пахчинче минус короткая
    17 комментариев
    215 классов
    Мулина Снежана.mp4
    13 комментариев
    41 класс
    Не указанВармана кене чух +
    ??????? ????Вармана кене чух -
    9 комментариев
    245 классов
    Всем друзьям привет!!! Сегодня устроим голосование чтобы узнать чьи песни вам больше всего нравятся? Мы выбрали 15 наиболее популярных артистов. Кто победит в голосовании его песню опубликуем на следующий день. Ну что поехали!!! Будьте активнее...
    24 комментария
    51 класс
    Л. Семенова тата А. СорокинАлла купас парар-ха +
    12 комментариев
    247 классов
02:54
«Мантăн-ши»
(Кирилл Рыбаков репертуарĕнчен)
1. Каç, тĕттĕм каç
Сан çинчен шутлатăп
Эп ир те каç
Мĕн-ма ши уталарăн
Мана куçран пăхса
Урăххипе тăратăн
Эсĕ йăл кулса
Хушса юрламалли:
Мантăн-ши ăшă туйăма
Мантăн-ши ман ытама
Мантăн-ши пирĕн юррăма
Мантăн-ши, эс мантăн-ши
2. Каç, тĕттĕм каç
Сансăр тунсăхлатăп
Эп ир те каç
Пĕлетĕп пулăн манăн
Кĕтетĕп эп шанса
Çавах эп каçаратăп
Ултавна манса
Ҫӳл тӳпере
(сăвви Отец Силуанăн, музыки Виталий Адюковăн)
1.Никама та ним те каламастӑп,
Палӑртмастӑп чунӑм ҫуннине...
Хуйхӑ-суйхӑна пусараймастӑп,
Чараймастӑп ӑш вӑрканине.
2.Шӑплӑха ӑнтан савма пуҫларӑм,
Шӑплӑхра ҫеҫ чунӑм уҫӑлать...
Ӑшӑмра ҫӗлен пек чашкӑрсан та,
Ҫын ҫине кӑлармӑп эп ӑна.
Хушса юрламалли:
Ҫӳл тӳпере хӗвел те пур,
Ҫӳл тӳпере уйӑх та пур...
Никама уйрӑм ӑшӑтмасть,
Никама уйрӑм ҫутатмасть.
Ҫут тӗнчере Турӑ та пур,
Тата Турӑ амӑш те пур...
Пурне те пӗр пек хӗрхенет,
Пурне те пӗр пек пехиллет!
3.Итлеместӗп ҫын сӑмаххине халь,
Тӗрӗс мар вӑрҫсассӑн та мана...
Пуҫӑма чиксе кӑна тӑратӑп,
Чулпала персессӗн те хама.
4.Ах мӗн чухлӗ таврара асамлӑх,
Асампа
«Манăçми салтаксем»
(Сăввипе кĕвви Юрий Кашкăрăн)
1.Каш кашларĕ, ах! Хура вăрман
Вăрманçăсем пуртă кăларсан
Тĕрлĕ йывăç, ватти çамрăкки
Пурчĕ хурăн, юман йывăççи
Ӳкрĕç пĕтрĕç çамрăк йывăçсем
Эх! Çаралчĕç вĕсен речĕсем
Пурăнса та курайман вĕсем
Ыттисемшĕн пуç хуракансем.
Хуйхă сывлăшра вĕçет, вĕçет
Суккăр вилĕм алхасса çӳрет
Паттăрсем сăнаççĕ тӳперен
Манăçми юман пек салтаксем
Касса илчĕç амăш çумĕнчен
Туртса илчĕç ашшĕ пилĕнчен
Çамрăк, çирĕп, вăйпиттисене
Куç хуптарчĕç ĕмĕр-ĕмĕрне
Ăнланса та ĕлкĕрейменскерсем
Пĕлĕтсем çинче ĕнтĕ вĕсем
Пурăнса та курайманскерсем
Ыттисе пурнăç паракансем!
Манăн чĕрере (Дмитрий Моисеев репертуарĕнчен) 1. Ах, мĕн-ма ытла хитре-ши ырă çуркунне Çепĕç туйăма вăратрĕ манăн чĕрере Ах, çуркунне, ырă çуркунне Çепĕç туйăма вăратрĕ манăн чĕрере 2. Ăнсăртран кăна тĕл пултăм эп сана пĕрре Вилмеллех мана амантрĕç санăн куçусем Ах, куçусем, санăн куçусем Вилмеллех мана амантрĕç санăн куçусем 3. Çут тĕнчере питĕ йывăр пĕччен пурăнма Ирĕн-каçăн эп шутларăм сан çинчен кăна Ах, сан çинчен, сан çинчен кăна Ирĕн-каçăн эп шутларăм сан çинчен кăна 4. Çĕр çырли пек илĕртеççĕ санăн тутусем Чупса пырса чуптуса илеççĕ пуль вĕсем Ах, тутсуем, санăн тутусем Чупса пырса чуптуса илеççĕ пуль вĕсем
Аслăрах ҫулхи ҫынсем «Илем» эстрада ушкăнне пĕлме тивĕҫ. Унăн солистки Людмила Семенова та юрлама ир пăрахнă. Вĕсен юррисене халь тупма йывăр.
02:41
Илем
24 780 просмотров
«Хур кайăк çулĕ» (Музыки Василий Филипповăн Сăвви Василий Шихрановăн Юрлаканĕ Александр Арсентьев тата ARS-ушкăн) 1.Ачалăхран тухма пире Чĕнет хур кайăк çулĕ Хĕрӳ-çке чун, вĕри чĕре Çул камах-ши пулĕ! Чĕнет хур кайăк çулĕ Вăл пит асамлă пулĕ Чĕнет пуль çав, чĕнет пуль çав Ачалăхран тухма пуль çав 2.Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул Иртет-çке çамрăк ĕмĕр Хăш чух шерпет, хăш чух куççуль Парать пире вăл пĕлĕр Иртет-çке çамрăк ĕмĕр Час иртмĕ-ха ан тейĕр Иртет пуль çав, иртет пуль çав Кăшт тăхтама пĕлмест пул çав 3.Çут шанăçпа тапсан чĕре Телей тени-çке пулĕ Чĕнейтĕрех ялан пире Çула хур кайăк çулĕ Телей тени-çке пулĕ Чун-чĕрене вăл тулĕ Пулать пуль-ха, тулать пуль-ха Ĕмĕрлĕхе юлать пуль-ха
«Сад пахчинчи сар чечекне» (Асамат ушкăн репертуарĕнчен) Сад пахчинчи сар чечекне Хитре тесех татрăм-ши? Лешкассинчи сар каччине Хитре тесех саврăм-ши? Пĕрре курсах, пĕрре пăхсах Ма юнашар утрăм-ши? Тус-тантăшпа вăййа тухсан, Ма саншăн çеç çунтăм-ши? Сар чечекем, саркайăкăм, Ăçта вĕçсе кайрăн-ши? Савнă тусăм, эсĕ маншăн Ма сар чечек пултăн-ши? Эс те чечек, эп те чечек, Ма ик чечек уйрăм-ши? Эс те пĕччен, эп те пĕччен, Ма ик чĕре уйрăм-ши? Сад пахчинчи сар чечекне Пĕрре курсах тăтрăм-ши? Лешкассинчи сар каччине Пĕрре курсăх саврăм-ши?
«Хура хурлăхан» (Хусан чăвашĕсен репертуарĕнчен) Йăлтăр-йăлтăр хĕвел тухнă чух Çамрăк хӗрӗм хире утнă чух. Мĕншĕн эс ялан пăрăнан манран? Çăлтăр куçăм хура хурлăхан. Каçхи уйăх сапсан çутине Кашни каччă тупать телейне. Мĕншĕн эс ялан пăрăнан манран? Çăлтăр куçăм хура хурлăхан. Эп туятăп сан ăшă чунна Эп сисетĕп хаваслăхуна. Мĕншĕн эс ялан пăрăнан манран? Çăлтăр куçăм хура хурлăхан. Çăлтăр куçăм хура хурлăхан Çăлтăр куçăм хура..
Показать ещё