Юлташсем! 👋
Телеграм-каналта та, "Вконтакте" социаллӑ тытӑмра та пирĕнпе пулӑр!
Хамӑр йышра https://t.me/chuvashenkalasat https://vk.com/club223395916
курма хавас сире!
Пушкӑрт тӑрӑхĕнче пурӑнакан чӑвашсен калаҫӑвĕнче "уйлатӑп" тени пур.
Литература чĕлхине мĕнле куҫать-ши ҫак сӑмах? 🤔
Анонимно
Чӑваш Енре Пӗтӗм Тӗнчери «Астӑвӑм сачӗ» акципе килӗшӳллӗн туясемпе кӑвак чӑрӑшсем, кедрсем лартрӗҫ🌲.
🙏Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче тӑнӑҫлӑхшӑн кӗрешсе вилнӗ кашни салтака асӑнса Раҫҫейре 27 миллион хунав чӗртме палӑртнӑ.
Ырӑ ӗҫе пуҫарнӑранпа тӗнчери 50 ытла ҫӗршывра ҫакнашкал «ешӗл лапамсем» аталанма пуҫланӑ. Пирӗн регионта, сӑмахран, 2020-мӗш ҫултанпа 360 пин тӗп йывӑҫ лартнӑ.
Паян Кӳкеҫре ҫӗнтерӳшӗн пуҫ хунӑ паттӑрсен палӑкӗ таврашӗнче 26 йывӑҫ лартрӗҫ. Акци республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче малалла тӑсӑлӗ. Кӑҫал Чӑваш Енре 25 гектар ҫинче 36 пин хунав вӑй илмелле.
❗️АСĂРХАНĂР❗️ Çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче 17:00 сехетсенче Çĕнĕ Шупашкарти Промышленная урамра гараж боксĕнче хĕрлĕ автан алхаснă. Çăмăл техника çуннă. Инкек тӳснĕ çынсем çук. Автомобиль маркине палăртаççĕ. Тĕрĕслевсем пыраççĕ. Юлашки кӑтартусем тăрăх, пушар чĕртсе янипе тухнă. Çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче 00:30 сехетре Канаш хулинче кăвакарчăн усракан вырăн çуннă. 3 хутлă çуртăн 1-мĕш хутне те çулăм çитнĕ. Пушарпа кĕрешекенсем 55 çулти арçын кĕлеткине тупнă. Хĕрлĕ автан алхаснин сӑлтавӗ хуҫи туртнă чух хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманни пулма пултарать. Çавăн пекех çулăмран 60 кăвакарчăн хӑтӑлайман. Тĕрĕслевсем пыраççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа пурĕ 427 пушар пулнă, 24 çын вилнĕ тата 24-шĕ аманнă, 83-шне вара
02:04
Фермер шкулĕ
28 просмотров
«Фермер шкулӗ» 5-мӗш хутчен вӗренекенсене йышӑнчӗ, шкул саккинченех пирвайхи професси илнисене документ пачӗҫ.
Паянхи кун тӗлне ял хуҫалӑх ӗҫӗнчи пӗлӗвне 130 ҫын тарӑнлатнӑ. Вӗсенчен 39-шӗ хӑйсен ӗҫне аталантарма 254 миллиона яхӑн тенкӗлӗх патшалӑх тӗревӗпе усӑ курнӑ.
Халӗ ҫӗр ӗҫченӗсем ҫырла ӳстерессипе, пулӑ ӗрчетессипе, сыр пӗҫерессипе  тата ытти енпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ.
5-мӗш юхӑмра тепӗр 63-ӗн вӗренӗҫ.
Аграри университечӗ Шупашкарти 5-мӗш гимназипе пӗрле пуҫарнӑ проектпа килӗшӳллӗн вара  ачасем сыр, тӗрлӗ пылак ҫимӗҫ пӗҫерес ӑсталӑха алла илнĕ.
Ырӑ кун, чӑвашсем!😍 Календарьте ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗ. 😉 Чӳречерен пӑхрӑр-и? Куртӑр-и? Каллех хӗл ларчӗ.❄️ Халӑх сӑнавӗ тӑрӑх, паян:☀️ - ҫумӑр хыҫҫӑн ҫиҫӗм ҫиҫни - ҫанталӑк лайӑхланасса; - сар чечексем ҫурни - ӑшӑтасса; - асамат кӗперӗ тухни - вӑйлӑ ҫумӑра. Ӑнӑҫлӑ кун сунатпӑр! 🤗
🔑Ĕмĕчĕсем пурнăçланнă 10 çула яхăн кĕтнĕ. Тинех ĕнтĕ хваттер уççисем пĕрин хыççăн тепри хăйсен хуçисене тупрĕç. 40 çын ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Тăлăха тăрса юлнăскерсемшĕн Шупашкарти Геннадий Айхи проспектĕнчи 28-мĕш çурт тăван кил пулса тăчĕ. Чăваш Енри тăлăх ачасене хваттерпе тивĕçтерес ĕç малаллах пырать. Кăçал черетре тӑнисем валли тата 414 хваттер алăкĕ уçăлĕ. Вĕсенчен 171-шĕ Шупашкарта пулĕ.
🤼‍♂️Чăваш Ен Раççейĕн 50 ытла регионĕнчен 400-е яхăн спортсмена йышăнчĕ. Шупашкарти Олимп резервĕн 7-мĕш спорт шкулĕнче кĕрешессин тĕрлĕ енĕпе тупăшакан çĕршыври çамрăксен ăмăртăвĕ иртрĕ. Республикăра ăна пĕрремĕш хут йĕркелерĕç. Унта икĕ категори пулчĕ: 12-13 тата 14-15 çулхи яшсем. Пирĕн регион чысне хӳтĕлесе 11 каччă медальсемшĕн тупăшрĕ. Вĕсем — Шупашкар, Канаш тата Çĕрпӳ тăрăхĕнчи спорт клубĕн çамрăкĕсем. Тупăшура официаллă мар шайра пикесем валли те наградăсем выляттарчĕç. Унта Шупашкар тата Çĕрпӳ округĕсенчен 5 спортсмен хутшăнчĕ. Çĕршыв шайĕнче иртекен ăмăртура палăрнă Чăваш Ен хастарĕсем: 🥇Роман Лукин (ылтăн - 57 кг - 12-13 çулхисем); 🥉Арсений Иванов (бронза - 67 кг - 14-1
🌳 Ҫӗмӗрлери юман «Раҫҫей йывӑҫӗ — 2024» конкурса хутшӑнать.
2017-мӗш ҫултанпа ҫак ӑмӑртура ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче ӳсекен, ҫут ҫанталӑк, культура, истори эткерлӗхӗ шутланакан тӗлӗнмелле йывӑҫсемпе паллаштараҫҫӗ.
Кӑҫалхи 73 йывӑҫ хушшинче 1-мӗш Петӗр патша юманӗ те пур. Вӑл 350 ҫул каяллах Ҫӗмӗрле хулинчи халĕ культурӑпа кану паркӗ вырнаҫнӑ лаптӑкра тымар янӑ. Конкурсра 37-мӗш номерпа палӑртнӑскер 32 метр ҫӳллӗш, тӗреклӗ те ҫирӗп.
Петӗр Патша ятне ӑна вырӑнти таврапӗлӳҫӗсем панӑ. Ҫак пулӑмӑн хӑйӗн кӑсӑклӑ историйӗ пур.
✅ Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче http://www.rosdrevo.ru/ сайтра сасӑлав пуҫланнӑ. Чӑваш Енри ватӑ юманшӑн сасӑ парас текенсен ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӑхӑт пур.
Сӑмах май, 202
Салам, чӑвашсем! 😍
Кĕске те кӑмӑллӑ ĕҫ эрнине пуҫӑнма хатĕр-и? 👨‍💻
Календарьте ҫу уйӑхĕн 2-мĕшĕ.
Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, ҫак кун:
- ирхине тĕтре карса илни - лайӑх тухӑҫа 🌿
- кайӑк кӑвакалсем йӑвине шыв ҫывӑхĕнче ҫавӑрни - ҫулла типĕ пуласса ☀️
- ӑшӑ та тӳлек ҫанталӑк - часах сивĕтессе 🌫
Ҫу уйӑхĕн 1-мĕшĕ - Ҫуркуннепе Ĕҫ уявĕ! 🇷🇺🕊Ӑруран ӑрӑва куҫса пыраканскер чи малтанах ĕҫ коллективĕсене пĕрлештернипе пĕлтерĕшлĕ. Кӑҫал республикӑра ҫак куна пысӑк йышпа паллӑ тумасан та чунсенче пурпĕр савӑк!Уява хĕрӳ ĕҫре ирттерекенсене вӑй-хӑват, канакансене - ҫĕкленӳллĕ кӑмӑл сунатпӑр! 🌿
Показать ещё