Ăна Юхма Мишши романĕ тăрăх ÿкернĕ.
Марат Никитинăн ытти ĕçĕ пекех ку фильм та чуна витерессе шанни тÿрре тухрĕ. Пысăк экранпа чăваш халăхĕн историне, йăли-йĕркине, чун ыратăвне кăтартрĕç.
Фильм ăнăçлă пулса тухасси, паллах, артистсенчен те нумай килет. Тĕп сăнара калăпланă РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Василий Павлов Юхма Мишшин хайлавĕсем чуна витернине палăртрĕ. Вĕсене сцена çинче те лартнă. Унăн ĕçĕсем тăрăх хатĕрленĕ спектакльсенче вылянине аса илчĕ вăл.
«Çыравçăсем ытларах чухне ачисене вăрçăран таврăнасса кĕтекен амăшĕсен шăпине сăнлаççĕ. Кунта вара ашшĕ ывăлне кĕтет. Манăн пурнăçпа пĕр пекелĕх те пур çакăнта. Ывăлăм Чечняри хирĕç-тăрăва хутшăннăччĕ. 9 уйăх кĕтрĕмĕр ăна. Ун чухне чун мĕнешкел ыратнине хамăр кăна пĕлетпĕр. Телее, ывăлăм чĕрĕ-сывă таврăнчĕ. Марат Никитин ашшĕн сăнарне сĕнсен кăмăлтанах килĕшрĕм», — терĕ Василий Иванович.
Видео авторӗ Марина Тумаланова
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев