Предыдущая публикация
Кĕçех Юханшыв порчĕ çывăхĕнчи лапамра «Асамлă хăйăр» фестиваль уçăлать. Хăйăртан шедеврсем ăсталама Раççейри паллă скульпторсем килсе çитнĕ. "Çамрăксен хаçачĕн" журналисчĕ унта çитсе скульпторсемпе калаçнă, композицисемпе паллашнă. Кун пирки хаçатăн çĕнĕ номерĕнче тĕплĕнрех çырса кăтартĕç.
✅Фестиваль теми – «Раççей историйĕ – сăнсенче». Культурăра, наукăра, çар ĕçĕнче мухтава тивĕçнĕ, çавăн пекех Чăваш Ене тĕнчипе чапа кăларнă çынсен сăнĕсене 15 скульптор калăплать. Фестивале пуçараканĕ – чăваш художникĕсен союзĕн членĕ Андрей Молоков.
✅Фестиваль çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче 16 сехетре уçăлать.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев