✍Республикăри кашни хулапа ялта совет халăхĕ, Хĕрлĕ çар тата флот Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистсен Германине çĕнтернĕренпе 79 çул çитнине паллă тунă, геройсене асăнса лартнă палăксен умне чĕрĕ чечек хунă.
✍Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Етĕрне хулинче 1870 çулта çуралнă Николай Ашмарин ăсчахăн, паллă тюркологăн, профессорăн çурчĕ çунса кĕлленнĕ.
✍Çу уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне республикăри ял хуçалăх организацийĕсемпе пысăк хресчен-фермер хуçалăхĕсенче çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем 79219 гектар, е 2023 çулхи палăртнă кунхи лаптăкран 38,9%, акнă.
✍Владимир СЕМЕНОВ: Аннене тивĕçлĕ çын пулма тăрăшрăм.
✍ "Канмалли кунсенче, уявра атте Игорь Кугураков тавра пĕлӳçĕ, хулан авалхи пайĕпе паллаштаратчĕ", — аса илет Чăваш кĕнеке издательствинче дизайнерта, художникре ĕçлекен Наталия Орлова.
✍Красноармейски округĕнчи «Красное Сормово» пĕрлешӳри сĕт-çу фермин ертӳçине Елена Алексеевăна хăй вăхăтĕнче «Выльăх ĕрчетекен чемпион» ята панă.
✍ Çуркуннен юлашки уйăхĕнче мĕнле курăксене пухса типĕтмелле-ха?
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев