💢Николай Ишентейĕн «Чĕвĕлпи. Щебетунья» кĕнеки пичетленсе тухнă Кăларăма икĕ чĕлхепе – чăвашла-вырăсла – хатĕрленĕ. Унăн авторĕ – Николай Ишентей паллă çыравçă. Вырăсла куçараканĕ – Светлана Гордеева сăвăç, прозаик. Кĕнекене кĕçĕн çулсенчи ачасем валли çырнă сăвăсем кĕнĕ. Вĕсенче автор килти тата тискер чĕр чунсемпе вĕçен кайăксен пурнăçне, арçын ачасемпе хĕр пĕрчисен кулленхи ĕç-хĕлне тимлĕх уйăрать. Николай Ишентейĕн сăввисем сăнарлă, илемлĕ. Пултаруллă ӳнерçĕн Екатерина Васильевăн ӳкерчĕкĕсем вара вуланине куç умне кăларма пулăшаççĕ.
    0 комментариев
    2 класса
    💢Аркадий Русаковăн «Турхан сăмахĕ» кĕнеки вулакан патне çитнĕ Çак хайлав – Чăваш кĕнеке издательстви ирттернĕ «Чăваш романĕ» конкурсăн пĕрремĕш çаврăмĕн (2022) çĕнтерÿçи. Кăларăм нумаях пулмасть пичетленсе тухнă. Истори романĕ XVI ĕмĕр вĕçĕ – XVII ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш халăх пурнăçĕпе ытарлăн паллаштарать. Автор историре чăнласах пулнă çынсене асăнать пулин те вĕсем тĕп вырăнта тăмаççĕ, самана хăй евĕрлĕхне тата пурнăç сулăнкисене чăваш ялĕ – Улатăр уесĕ шайĕнчи сăнарсемпе уçса панă. Романри Василий Яковлевич Улатăр вăйпучĕ – историре чăнласах пулнă çын сăнарĕ. «Чăваш романĕ» конкурс малалла тăсăлать. Çыравçăсенчен сюжечĕпе кăткăс, шухăшĕпе тарăн хайлавсем кĕтеççĕ.
    0 комментариев
    0 классов
    💢Александр Пушкинăн сăввисем чăвашла янăраççĕ Вырăссен паллă поэчĕ Александр Пушкин çуралнăранпа кăçал 225 çул çитет. Çавна май Чăваш кĕнеке издательствинче Александр Пушкинăн «Я помню чудное мгновенье… Асрах асамĕ çав самантăн…» сăвă пуххи пичетленсе тухрĕ. Ăна хатĕрлекенĕ тата чăвашла куçараканĕ – Василий Кервен поэт. Кĕнекене А.С. Пушкинăн суйласа илнĕ сăввисемпе «Евгений Онегин» сăвăлла романĕнчи пейзаж çаврăмĕсем кĕнĕ.
    0 комментариев
    0 классов
    💢 Роза Шевлепи çыравçă пурăннă çурт (Ленин пр., 21 çурт) çине асăну хăми вырнаçтарнă Роза Ильина-Юхма чăваш литературишĕн сахал мар ĕç тунă. Вăл ачасем валли те, аслисем валли те çырнă. Унăн хайлавĕсене нимĕç, турккă, удмурт, мари, тутар, азербайджан тата ытти чĕлхене куçарнă. Педагог, прозаик, поэт, публицист, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР Музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çĕрпÿ районĕн хисеплĕ çынни…
    0 комментариев
    4 класса
    💢Президент поблагодарил многодетную семью из Чувашии за поддержку бойцов СВО В преддверии Международного дня защиты детей Владимир Путин по видеосвязи провёл встречу с семьями, награждёнными орденом «Родительская слава», матерями, удостоенными почётного звания «Мать-героиня», и членами их семей. Семья Шишовых из Чувашии собирала для участников СВО помощь и отправляла бойцам вязаные вещи, письма и детские рисунки. Путин сказал, что занимает этот пост именно благодаря таким людям, как семья Шишовых. "Хочу и от себя выразить слова благодарности, и от тех наших ребят, которые получают и ваши вещи, и ваши письма. Вы знаете, насколько это важно для людей, которые жизнью своей рискуют для
    0 комментариев
    5 классов
    "Мускав — хăйне евĕрлĕ хитре хула. Унта пурăнма интереслĕ пуласса шанса килтĕм. Кунти архитектура питĕ хăйне евĕрлĕ, урамĕсем те, скверсемпе парксем те уйрăлса тăраççĕ. Мускавра манăн чылай тăван, тус тĕпленнĕ. Çакна пула та чун унталла туртрĕ пулмалла. «Ентеш» фольклор ушкăнĕпе туслашрăм. Унăн ертӳçи — Патăрьел тăрăхĕнче çуралнă Алевтина Тельцова, манăн ĕмĕрхи тусăм. Унпа Шупашкарти Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче ĕçленĕ чухнех паллашнăччĕ. Мускава куçса килсен Алевтина хăйĕн ушкăнне йĕркеленине пĕлтĕм. Ун патне шăнкăравларăм", - аса илет Мускаври чăвашсен культура обществин хастар членĕ, ун çумĕнче йĕркеленнĕ «Ентеш» фольклор ушкăнĕн юрăçи Марина Деньгина. 👉Тĕплĕнрех - "Çамрăксен хаçатĕнче" (30.05.2024)
    0 комментариев
    2 класса
    Шупашкарти Ирина ача чухнех хĕвел тухăç кĕрешĕвĕсене алла илме ĕмĕтленнĕ. Шкулта вĕренекен шăллĕ каратэ секцине çӳреме тытăнсан вăл унпа пĕрле кайнă та шăпа çырнине тĕл пулнă. 18-ти студентка Владимир Васильев тренер патне ăсталăха туптама çӳреме тытăннă. Владимир Пименович Ирина питĕ тăрăшуллине, çитĕнӳсем патне ăнтăлнине асăрханă. «Эпир пĕр-пĕрне тӳрех килĕштертĕмĕр. Вăл мана тимлеме тытăнчĕ, тĕл пулусене чĕнчĕ. Икĕ çул çӳренĕ хыççăн пĕрлешрĕмĕр. Эпĕ ун чухне 20-реччĕ, вăл — 38-таччĕ. Унтанпа 22 çул хыçа юлчĕ», — аса илчĕ 5 ывăлпа 2 хĕр амăшĕ. Чи асли халĕ — 20-ре, кĕçĕнни — 2-ре. 👉Тĕплĕнрех - "Çамрăксен хаçатĕнче" (30.05.2024)
    0 комментариев
    4 класса
    «Мунча тума стройматериалсем кирлĕччĕ, çавăнпа пилорамăна хăмасем илме кайрăм. Унта çитсен 3 метр сарлакăш юман хăмине асăрхарăм. Унччен эпĕ интернетра çынсем юманран ывăссем касса кăларнине курнăччĕ. Манăн та ун пеккисене тăвас килсе кайрĕ. Вĕсене юлташсене, тăвансене парнелес, хамăн валли те ăсталас тесе çак ĕçпе аппаланма пуçларăм. Хăмасене киле илсе килтĕм те темиçе хут типĕтрĕм. Килти инструментсемпе усă курса ывăссем ăсталарăм. Юлташсене парнелерĕм. Ыттисем те манăн ĕçсене курсан хăйсем валли туса пама ыйтма пуçларĕç. Ĕçе хăвăртрах пурнăçлас тесе пилорамăна мар, Хусанти строительство базине кайса килтĕм.Типĕтнĕ хăмасем илсе килтĕм те ывăссем касса кăлартăм. Унтан каллех ыйтма пуçларĕç. Çапла мана çак ĕç килĕшнине ăнланма пуçларăм. Капла укçа та ĕçлесе илме май пуррине ăнкартăм. Канашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта хăйĕн ĕçне пуçаракансен социаллă контракт çырса субсиди илме май пуррине пĕлтĕм. Бизнесплан çыртăм, ăна ырларĕç. Ĕçе пуçарма 150 пин тенкĕ уйăрса пачĕç. Контрактпа килĕшӳллĕн харпăр предприниматель пек регистрацилентĕм. Субсиди укçипе электротехника хатĕрĕсем туянтăм. Вĕсене илсен ĕç самай çăмăлланчĕ», — аса илет Сергей Иванов. 👉Тĕплĕнрех - "Çамрăксен хаçатĕнче" (30.05.2024)
    0 комментариев
    3 класса
    "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçатăн çĕнĕ номерĕнче: ✏ Шупашкарта пурăнакан Яковлевсен çемйи ултă ача ÿстерет. ✏ «Миçе туя çитсе куртăм-ши? Хам вара пĕрре те авланаймарăм», — терĕ Вячеслав Петров йăл кулса. ✏ Валентина КУЗНЕЦОВА: Çамрăксене республика шайне кăларас тесе юлашки вăхăтра уйрăмах нумай ĕçлеме пуçларăм. ✏ "Дед" позывнойпа ятарлă çар операцине хутшăнакан салтак нумаях пулмасть отпуска килнĕ.
    0 комментариев
    4 класса
    "Çамрăксен хаçачĕн" çĕнĕ номерĕнче: ✏Телефон лартмалли хатĕрсем, апата тутă кĕртекен техĕмлĕхсем валли савăтсем, ывăссем, икĕ яруслă краватьсем, пахчари чуччусем, сувенирсем… Мĕн кăна ăсталамасть Сергей Иванов. ✏ Шупашкарти Ирина ача чухнех хĕвел тухăç кĕрешĕвĕсене алла илме ĕмĕтленнĕ. Шкулта вĕренекен шăллĕ каратэ секцине çӳреме тытăнсан вăл унпа пĕрле кайнă та шăпа çырнине тĕл пулнă. ✏ Марина ДЕНЬГИНА: Педагог пулнă май ача-пăча юррисене савăнсах шăрантаратăп. ✏ Шупашкар округĕнчи Шăнкас клубĕнче хастар хĕрарăмсемпе арçынсем пĕлтĕртенпе 360 метр тăршшĕ маскировка тетелĕ çыхнă, 1138 окоп çурти шăратнă. ✏ «Эпĕ çак тарана çитсе кӳренĕве, япăх шухăшсене хампа пĕрле йăтса çӳремен. Тен, çавăнпа çапла нумай пурăнатăп», — терĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, 99 çула кайнă Феоктист Васильев.
    0 комментариев
    3 класса
💢Николай Ишентейĕн «Чĕвĕлпи. Щебетунья» кĕнеки пичетленсе тухнă Кăларăма икĕ чĕлхепе – чăвашла-вырăсла – хатĕрленĕ. Унăн авторĕ – Николай Ишентей паллă çыравçă. Вырăсла куçараканĕ – Светлана Гордеева сăвăç, прозаик. Кĕнекене кĕçĕн çулсенчи ачасем валли çырнă сăвăсем кĕнĕ. Вĕсенче автор килти тата тискер чĕр чунсемпе вĕçен кайăксен пурнăçне, арçын ачасемпе хĕр пĕрчисен кулленхи ĕç-хĕлне тимлĕх уйăрать. Николай Ишентейĕн сăввисем сăнарлă, илемлĕ. Пултаруллă ӳнерçĕн Екатерина Васильевăн ӳкерчĕкĕсем вара вуланине куç умне кăларма пулăшаççĕ.
💢Аркадий Русаковăн «Турхан сăмахĕ» кĕнеки вулакан патне çитнĕ Çак хайлав – Чăваш кĕнеке издательстви ирттернĕ «Чăваш романĕ» конкурсăн пĕрремĕш çаврăмĕн (2022) çĕнтерÿçи. Кăларăм нумаях пулмасть пичетленсе тухнă. Истори романĕ XVI ĕмĕр вĕçĕ – XVII ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш халăх пурнăçĕпе ытарлăн паллаштарать. Автор историре чăнласах пулнă çынсене асăнать пулин те вĕсем тĕп вырăнта тăмаççĕ, самана хăй евĕрлĕхне тата пурнăç сулăнкисене чăваш ялĕ – Улатăр уесĕ шайĕнчи сăнарсемпе уçса панă. Романри Василий Яковлевич Улатăр вăйпучĕ – историре чăнласах пулнă çын сăнарĕ. «Чăваш романĕ» конкурс малалла тăсăлать. Çыравçăсенчен сюжечĕпе кăткăс, шухăшĕпе тарăн хайлавсем кĕтеççĕ.
💢Александр Пушкинăн сăввисем чăвашла янăраççĕ Вырăссен паллă поэчĕ Александр Пушкин çуралнăранпа кăçал 225 çул çитет. Çавна май Чăваш кĕнеке издательствинче Александр Пушкинăн «Я помню чудное мгновенье… Асрах асамĕ çав самантăн…» сăвă пуххи пичетленсе тухрĕ. Ăна хатĕрлекенĕ тата чăвашла куçараканĕ – Василий Кервен поэт. Кĕнекене А.С. Пушкинăн суйласа илнĕ сăввисемпе «Евгений Онегин» сăвăлла романĕнчи пейзаж çаврăмĕсем кĕнĕ.
💢 Роза Шевлепи çыравçă пурăннă çурт (Ленин пр., 21 çурт) çине асăну хăми вырнаçтарнă Роза Ильина-Юхма чăваш литературишĕн сахал мар ĕç тунă. Вăл ачасем валли те, аслисем валли те çырнă. Унăн хайлавĕсене нимĕç, турккă, удмурт, мари, тутар, азербайджан тата ытти чĕлхене куçарнă. Педагог, прозаик, поэт, публицист, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР Музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çĕрпÿ районĕн хисеплĕ çынни…
💢Президент поблагодарил многодетную семью из Чувашии за поддержку бойцов СВО В преддверии Международного дня защиты детей Владимир Путин по видеосвязи провёл встречу с семьями, награждёнными орденом «Родительская слава», матерями, удостоенными почётного звания «Мать-героиня», и членами их семей. Семья Шишовых из Чувашии собирала для участников СВО помощь и отправляла бойцам вязаные вещи, письма и детские рисунки. Путин сказал, что занимает этот пост именно благодаря таким людям, как семья Шишовых. "Хочу и от себя выразить слова благодарности, и от тех наших ребят, которые получают и ваши вещи, и ваши письма. Вы знаете, насколько это важно для людей, которые жизнью своей рискуют для
"Мускав — хăйне евĕрлĕ хитре хула. Унта пурăнма интереслĕ пуласса шанса килтĕм. Кунти архитектура питĕ хăйне евĕрлĕ, урамĕсем те, скверсемпе парксем те уйрăлса тăраççĕ. Мускавра манăн чылай тăван, тус тĕпленнĕ. Çакна пула та чун унталла туртрĕ пулмалла. «Ентеш» фольклор ушкăнĕпе туслашрăм. Унăн ертӳçи — Патăрьел тăрăхĕнче çуралнă Алевтина Тельцова, манăн ĕмĕрхи тусăм. Унпа Шупашкарти Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче ĕçленĕ чухнех паллашнăччĕ. Мускава куçса килсен Алевтина хăйĕн ушкăнне йĕркеленине пĕлтĕм. Ун патне шăнкăравларăм", - аса илет Мускаври чăвашсен культура обществин хастар членĕ, ун çумĕнче йĕркеленнĕ «Ентеш» фольклор ушкăнĕн юрăçи Марина Деньгина.
👉Тĕплĕнрех - "Çамрăкс
Шупашкарти Ирина ача чухнех хĕвел тухăç кĕрешĕвĕсене алла илме ĕмĕтленнĕ. Шкулта вĕренекен шăллĕ каратэ секцине çӳреме тытăнсан вăл унпа пĕрле кайнă та шăпа çырнине тĕл пулнă.
18-ти студентка Владимир Васильев тренер патне ăсталăха туптама çӳреме тытăннă. Владимир Пименович Ирина питĕ тăрăшуллине, çитĕнӳсем патне ăнтăлнине асăрханă.
«Эпир пĕр-пĕрне тӳрех килĕштертĕмĕр. Вăл мана тимлеме тытăнчĕ, тĕл пулусене чĕнчĕ. Икĕ çул çӳренĕ хыççăн пĕрлешрĕмĕр. Эпĕ ун чухне 20-реччĕ, вăл — 38-таччĕ. Унтанпа 22 çул хыçа юлчĕ», — аса илчĕ 5 ывăлпа 2 хĕр амăшĕ. Чи асли халĕ — 20-ре, кĕçĕнни — 2-ре.
👉Тĕплĕнрех - "Çамрăксен хаçатĕнче" (30.05.2024)
«Мунча тума стройматериалсем кирлĕччĕ, çавăнпа пилорамăна хăмасем илме кайрăм. Унта çитсен 3 метр сарлакăш юман хăмине асăрхарăм. Унччен эпĕ интернетра çынсем юманран ывăссем касса кăларнине курнăччĕ. Манăн та ун пеккисене тăвас килсе кайрĕ. Вĕсене юлташсене, тăвансене парнелес, хамăн валли те ăсталас тесе çак ĕçпе аппаланма пуçларăм. Хăмасене киле илсе килтĕм те темиçе хут типĕтрĕм. Килти инструментсемпе усă курса ывăссем ăсталарăм. Юлташсене парнелерĕм. Ыттисем те манăн ĕçсене курсан хăйсем валли туса пама ыйтма пуçларĕç. Ĕçе хăвăртрах пурнăçлас тесе пилорамăна мар, Хусанти строительство базине кайса килтĕм.Типĕтнĕ хăмасем илсе килтĕм те ывăссем касса кăлартăм. Унтан каллех ыйтма пуçларĕç.
"Чăваш хĕрарăмĕ" хаçатăн çĕнĕ номерĕнче:
✏ Шупашкарта пурăнакан Яковлевсен çемйи ултă ача ÿстерет.
✏ «Миçе туя çитсе куртăм-ши? Хам вара пĕрре те авланаймарăм», — терĕ Вячеслав Петров йăл кулса.
✏ Валентина КУЗНЕЦОВА: Çамрăксене республика шайне кăларас тесе юлашки вăхăтра уйрăмах нумай ĕçлеме пуçларăм.
✏ "Дед" позывнойпа ятарлă çар операцине хутшăнакан салтак нумаях пулмасть отпуска килнĕ.
"Çамрăксен хаçачĕн" çĕнĕ номерĕнче:
✏Телефон лартмалли хатĕрсем, апата тутă кĕртекен техĕмлĕхсем валли савăтсем, ывăссем, икĕ яруслă краватьсем, пахчари чуччусем, сувенирсем… Мĕн кăна ăсталамасть Сергей Иванов.
✏ Шупашкарти Ирина ача чухнех хĕвел тухăç кĕрешĕвĕсене алла илме ĕмĕтленнĕ. Шкулта вĕренекен шăллĕ каратэ секцине çӳреме тытăнсан вăл унпа пĕрле кайнă та шăпа çырнине тĕл пулнă.
✏ Марина ДЕНЬГИНА: Педагог пулнă май ача-пăча юррисене савăнсах шăрантаратăп.
✏ Шупашкар округĕнчи Шăнкас клубĕнче хастар хĕрарăмсемпе арçынсем пĕлтĕртенпе 360 метр тăршшĕ маскировка тетелĕ çыхнă, 1138 окоп çурти шăратнă.
✏ «Эпĕ çак тарана çитсе кӳренĕве, япăх шухăшсене хампа пĕрле йăтса çӳремен. Тен, çавăнпа
Показать ещё