Йăла-йĕрке рубрикăран: Çăварни эрнинче мĕн тума юрамасть? «Çăварни - çураçу эрни», - тенĕ ваттисем. Уяв вăхăтĕнче çуркунне çитнишĕн савăнасси, тăвансемпе хутшăнусене йĕркелесси, пĕр-пĕринчен каçару ыйтасси йăлара пулнă. Ĕлĕк каччăсем мăшăр тумалли хĕрсене те çак кунсенче суйласа хунă. Икерчĕпе кукăль тата хуран кукли пĕçерме, хăнана çÿреме, хăна пуçтарма, паллашма, чиркĕве кайма, вилнисене асăнма юрать. Çулталăк аван ирттĕр тесен çак эрнере • çăварни икерчине çĕçĕпе касма юрамасть • вăрçăнмалла тата усал сăмахпа перкелешмелле мар • килте пĕччен ан ларăр • ыйткалакан умĕнчен укçа памасăр иртмелле мар • эрех-сăрапа иртĕхмелле мар • ыттисене усал сунасран пăрăнмалла, япăх шухăшсене сирмелле
Паянхи вĕр çĕнĕ "Чăваш хĕрарăмĕ!" Номерте: Юрий Николаев кăмакаçă кама мĕнле кăмака кирлине лайăх пĕлет. Канаш хĕрĕн тумĕсене Парижра пысăк хак панă. Волонтер кашни чăваш салтакне амăшĕ пек хыттăн ыталать.
Пирĕн конкурс малалла пырать Сăн ÿкерчĕкре - Йĕпреç округĕнчи Пучинкере пурăнакан Сергейпе Татьяна Петровсен туслă çемйи. «Пирĕн çемье йышлă, мăшăрпа 4 пепкене ура çине тăрататпăр. Аслă хĕрĕмĕр - 8-мĕш класра, ывăл Егор - 5-мĕш класра, кĕçĕн хĕр пĕрчи 2-мĕш класра вĕренеççĕ. Чи кĕçĕнни вара Платон, вăл 4 уйăхра çеç-ха. Мăшăр, Сергей Витальевич, пушар чаçĕнче вăй хурать. Унăн ĕçĕ хăрушă та кăткăс. Эпĕ хальлĕхе - декрет отпускĕнче, кĕçĕннине тимлетĕп», - каласа кăтартать Татьяна Константиновна.
"Аушигер поселока çитсен вĕри источникре шыва кĕтĕм. Унтан Нарткала хулине çул тытрăмăр. Чи кăсăкли çавăнтан пуçланчĕ. Хăна çуртне çитрĕмĕр, ак тамаша! пире чăваш хĕрарăмĕ кĕтсе илчĕ! Эпĕ кирек ăçта кайсан та хам кам пулнине пĕлтеретĕп. «Сирĕн хăна çуртĕнче паян чăваш юрăçи канать», — тетĕп. Хальхинче те çапла каларăм. Çак сăмахсене илтсен хайхи хĕрарăмăн сăнĕ тÿрех çуталчĕ. «Эпĕ те чăваш! Вăрнар районĕнче çуралса ÿснĕ!» — шалт тĕлĕнтерчĕ вăл. Хавхаланнăскер тÿрех Нальчик хулине шăнкăравларĕ. Унта виçĕ çул каялла чăвашсен «Нарспи» наципе культура центрне хута янă иккен. Çĕнĕ тусăм пĕрлешÿ ертÿçипе çыхăнса эпĕ килнине хыпарларĕ. Центрта мероприятисем ирттерессипе ĕçлекен, Шупашкарта çуралса ÿ
"Ялтан посылка килнĕ кун — чи савăнăçли. Тăван тăрăхăн пĕр пайне ярса панă пекех туйăнать. Курупкасене уçатăн та унта яланах ачасен çырăвĕсене тупатăн. Вĕсене вуласан чун çемçелет. «Арçынсем йĕмеççĕ», — теççĕ. Анчах çырăва вуланă хыççăн куççуль тухать. Ачасем чуна тыткăнлакан сăмахсем ăçтан тупса çыраççĕ-ши тесе тĕлĕнетпĕр. Çав çырусенче кулмалли самантсем те пулкалаççĕ, вĕсем кăмăла çĕклеççĕ. Посылкăри апат-çимĕçе пушă вăхăтра юлташсемпе пĕрле çиетпĕр. «Çĕнтерÿ тылра туптанать», — тесе ахальтен каламаççĕ. Ентешсене пире пулăшса пынăшăн, манманшăн, хисепленĕшĕн тав сăмахĕ калатăп", - тет Андрей Яковлев. Тĕплĕнрех - "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçатра (22.02.2024)