Пӑхап: икӗ калти, симӗссипе сӑрӑ тӗсли, ҫыхланса пӗтнӗ. Симӗссин пӗчӗк пӳрнеллӗ алли курӑнса тӑрать - ҫыннӑни евӗрлех. Кайран вӗсем пӗрле вырӑнтан хускалчӗҫ. Симӗссин хӳри татӑлса ӳкнӗ, сӑрӑ тӗслин - тӗрӗс - тӗкӗлех, тем вӑрӑмӗш. Ҫывӑхрах тепӗр симӗс калти чупса ҫӳрет, унӑн хӳри те татӑлнӑ.
Ку малтанхи икӗ калти малалла шӑвӑнчӗҫ. Симӗсси сӑрӑ калтине варринчен ҫӑварӗпе ҫыртнӑ...Вӗсем уйрӑла пӗлмеҫҫӗ. Сӑрӑ тӗсли малалла утрӗ, симӗсси унпах, ҫӑварӗнчен ямасть. Эпӗ малтан шутланӑччӗ вӗсем ҫапӑҫаҫҫӗ тесе, кайран урӑхла шутларӑм: "Кунта вӑрттӑнлӑх пур..." - терӗм...
Калтасене ӳкерсе ӗлкӗртӗм, кайран вӗсем квайтӑ ӑшне кӗрсе ҫухалчӗҫ.
Киле ҫитсен интернетра пӑхрӑм. Симӗс калти - аҫи, сӑрӑ тӗсли - ами, иккен. Калтасем ҫавӑн пек хӑтланни - вӗсен мӑшӑрлану вӑййисем (брачные игры), иккен. Калта тӗслӗхӗнче те ҫак Ҫуттӗнчере пӗтӗм чӗрӗ чун пӗр саккунпа, йӗрпе пурӑннине курма пулать.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 16
Спасибо...