Тăван килте хакли – çемье,
Пурнăç тĕрекĕ - çемьере.
Кунта сана канаш параççĕ,
Кирлĕ чухне пуçран шăлаççĕ.
Çемьере пур атте,
Çемьере пур анне,
Асатте, асанне,
Кукамай, кукаçей -
Пурте кирлĕ вĕсем,
Чуна çывăх çынсем.
Çирĕп çемье çавăрас тесен,
Пĕр- пĕрне юратса пурăнар.
Икĕ чун пĕр-пĕрин хушшинче
Тулашса, чашкăрса, çÿрес мар.
Иксĕлми юрату,
Савнипе савăшу,
Хăш чухне тарăху,
Мăшăрпа уйрăлу.
Тем те пулать вара
Пурăнан пурпнăçра.
Çемье вăл тĕп никĕссĕр пулмасть,
Пĕччен çын ача çуратмасть.
Юратнă мăшăр пулсан кăна
Ĕмĕр тăршшĕ ăшă чуна.
Икĕ çын – пĕр мăшăр,
Çичĕ çын – пĕр çемье.
Çемьере чи кирли -
Çумра мăшăр пурри.
Ача вара - кил илемĕ,
Ашшĕ-амăш телейĕ.
06.04.2018, Кекен ялĕ, Никифорова Мелания
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев