Предыдущая публикация
©
Василий Шихранов.
Чĕрере сивĕ чул упрама кирлĕ мар,
Кирлĕ мар çилĕпе пурăнма.
Тавăрас шухăша аякка хăвалар,
Вĕренер каçарма, ăнланма.
Канăçа çухатса мул пухма кирлĕ мар,
Тĕнчери пур мула пухас çук.
Ырлăх-сывлăх пулсан пулĕ çăкăр-тăвар,
Ытлашши вăл телей парас çук!
Пĕр-пĕрне юратсан уйрăлма кирлĕ мар,
Кирлĕ мар ютсене итлеме!
Юратсах пĕрлешсен юратсах пурăнар.
- Мĕн кирлех-ши тата этеме ?
Тăванран-пĕлĕшрен сивĕнме кирлĕ мар,
Тус-тăван пулас çук ытлашши!
Ырлăхпа, сывлăхпа, Турăпа пурăнар,
Парнелер пĕр-пĕрне чун ăшши!
Çакă çут тĕнчере хăна çеç пулнине
Нихăçан, тусăмсем, манар мар.
Яланах ăнланса, пулăшса пĕр-пĕрне
Хамăртан ырă ят хăварар!
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 50