Чăваш чĕлхи,тăван сăмахлăх.©
Василий Шихранов.
"Тĕнче пĕтет чăваш пĕтсессĕн"
Тесе каланă ваттисем ...
-Тĕнче пĕтет хĕвел сÿнсессĕн,
Чăваш пĕтет чĕлхи вилсен!
Тĕнчи, паллах, пиртен те юлĕ...
-Хĕвел сÿнме-ха васкамасть.
Чăваш чĕлхи пĕтсен мĕн пулĕ?
-Çак тĕнчере чăваш пулмасть!
Чăваш чĕлхи, тăван сăмахлăх,
Унран чапли мĕнех-ши пур?
Унрах пулни, унрах -пуласлăх.
-Вăл пур чухне чăваш та пур!
Чăваш чĕлхи -анне сассийĕ,
Сăпка юрри шăраннă чух.
Чăваш чĕлхи - çăлкуç юххийĕ,
Итленĕçем киленнĕ чух!
Чăваш чĕлхи- салтак юррийĕ,
Яш каччăна ăсатнă чух.
Чăваш чĕлхи -пике тĕррийĕ,
Шур тутăрне тĕрленĕ чух.
Тăван чĕлхе -вĕри куççулĕ,
Чăваш унран вăтаннă чух...
Тăван чĕлхе -малашлăх çулĕ.
-Унран хакли пулас та çук!
Ытамĕнче пире упратăр
Çак çут тĕнчен Таса Турри!
Чăвашлăха тытса тăрайтăр
Çак авалхи чĕлхе пурри!
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 8