Предыдущая публикация
✨✨✨ТЕЛЕЙ ЫЙТМАСА́РАХ КИЛЕТ
Телей ыйтмаса́рах килет
Хе́м шуçа́м еве́р çуталса.
Илемле́н йа́л кулса че́нет,
Па́хать куçран йа́лта́ртатса.
Тулать кун-çул çут хе́велпе,
Çăлта́рсемпе, асаматпа.
Асамла́ çепе́ç ке́ве́пе,
Пин те́сле́ а́ша́ туйа́мпа.
Пит ша́ппа́н ва́л утса ке́рет
Ман пурна́çа, сан пурна́çна.
ЮРАТУПА чуна те́рлет
Ик че́рене çыха́нтарса.
Шевлесемпе çула витет,
Шур пе́ле́тпе - чун ту́пине.
Ыр ытамне пире илет,
Парнелесе ха́й ырла́хне.
Çунать телей ка́вар сапса,
Телей ха́й кирлине пе́лет.
Чечек çурать çе́н кун акса,
Телей ыйтмаса́рах килет...
26.04.2024
Мускав.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев