Са́лтавса́рах ха́ш чух па́ша́рханатпа́р -
-Ку капла мар, ку ма çапла, - тесе.
Ним çукранах ка́ма́лсене хуçатпа́р
-Телей курма пÿрмен, - текелесе.
Хушран куçсем те шывланма па́хаççе́
Ша́пама́ра ÿпкевле́н тишкерсен.
Ыратмаллах шуха́ше́сем па́ваççе́
Иртнисене йа́лтах аса илсен.
Çапах питех пуçа усма та́хтар-ха,
Таврала́ха са́нар-ха тинкерсе.
Ыра́ла́хпа хитреле́хе курар-ха
Пур лайа́ха че́ре çумне илсе.
Çе́н кун хуçи - сап-сар хе́вел - тухсасса́н,
Пайа́ркисем çупа́рласан Çе́ре,
Ха́й а́шшине пур че́рчуна парсасса́н
Сава́на́çпа тулса тапать че́ре.
Чечек илемле́н çура́лма васкать-и,
Е ке́рхи çил вылять çулçа́семпе,
Шап-шура́ юр хура çе́ре хуплать-и -
Чун йа́панать те́нче илеме́пе.
Куçсем кураç, сывах ал-урасем те,
Тавах Турра, танлах тапать че́ре .
Чапа тухса çÿлте ве́çеймесен те -
Ытарма çук савап та́ван çе́ре.
Елизавета Иванова
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 10