Куҫ тулли каплансан та, пытар.
Чӗрӗ, сывӑ киле ҫитейменшӗн
Ывӑлна ӗнтӗ халӗ каҫар.
Ан йӗрсем эс, аннеҫӗм, пӗр вӗҫӗм,
Ман ятпа халь эс ҫут ҫуртуна.
Пӗччен чух, тен, манпа эс калаҫӑн
Тӗттӗмре ҫуннӑ майӑн ҫурта.
Юхтарать пуль ҫурта ҫут мерченӗн
Ман куҫҫуль вырӑнне тумламне.
Ҫумӑнтах эп тӑратӑп, аннеҫӗм,
Эп туятӑп чӗрӳн таппине.
Пурччӗ манӑн сӑваплӑ пӗр тивӗҫ -
Ҫӗр-шыва тӑшманран сыхлама.
Чунӑмра упранатчӗ-ҫке шанӑҫ -
Сан пата каялла таврӑнма.
Ют ҫӗрте манӑн хупӑнчӗ куҫӑм,
Эп кӗтменччӗ ҫапла пуласса.
Ҫамрӑклах татӑлайрӗ кун-ҫулӑм -
Айӑпли, аннем, кам-ши? Кала...
Тивӗҫе чыслӑнах пурнӑҫларӑм,
Ҫук, манмарӑм салтак пулнине.
Вилӗмрен хӑраса эп тӑмарӑм,
Пурнӑҫларӑм тупа тунине.
Ҫумӑнтах эп тӑратӑп пӗр сассӑр,
Чӗрӳпе халь ҫакна эс туйсам.
Шӑппӑн ҫеҫ, никама систермесӗр,
Эх, аннеҫӗм, сана ҫупӑрлам.
Куҫҫульна ан юхтар эс, аннеҫӗм,
Ывӑлу пуррине ан мансам.
Юлчӗ манӑн сӑваплӑ пӗр тивӗҫ -
Эп ялан халь сана ҫеҫ сыхлам.
Автор стихотворения учительница чувашского языка Чувашско-Сорминской средней школы
Петрова Алина Геннадьевна.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев