Хура тутӑр арчара.
Часах ҫыхас теменччӗ.
Ывӑл ача салтакра.
Часах килет теменччӗ.
Анчах тухрӗ ывӑла
Ҫак пӑтравлӑ вӑхӑтра
Шӑпа-салтак тивӗҫне
Пурнӑҫлама ҫич-ютра.
Хура тутӑра илме
Шутламан та арчаран.
Кӗтмен ҫӗртен ӑнсӑртран
Хыпар ҫитрӗ салтакран :
"Пире туслӑ халӑха
Хӗн, асапран хӑтарса
Сирӗн ывӑл ҫапӑҫса
Пуҫне хунӑ паттӑрла!"
Тамӑкри пек самантра
Ларчӗ тӗнче хуралса.
Чарма май ҫук куҫҫульпе
Чунӑм йӗрет кӑшкӑрса:
Мана чӑваш амӑшне
Кам хуйхăран хӑтарӗ?!
Вилӗмӗн пӑявӗнчен
Кам ывӑла кӑларӗ?!
Ывӑла юлташĕсем
Илсе килчӗҫ ют ҫӗртен.
Хура тутӑра пуҫран
Салтас ҫук халь ӳлӗмрен.
Хура тутӑр вырӑнне
Урӑх тутӑр ҫыхӑттӑм.
Ывӑла авлантарса
Ҫемьине пил парӑттӑм.
Ӗнтӗ ачам куҫӗсем
Ҫут тӗнчене кураймӗҫ.
Мана сивӗ аллисем
Ыталаса илеймӗҫ.
Ӗмӗр ҫамрӑк сӑнпичӗ
Сӑнӳкерчӗкӗ ҫинче.
Ӗмӗре пуш вырӑн юлчӗ
Тулли сӗтел хушшинче.
Часах ҫитӗҫ ҫӗр ҫине
Тӑнӑҫ пурнăç кунӗсем.
Хура тутӑр арчаран
Ан кӑларччӑр аннесем!
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев