Пĕрремĕш кунхине каччă патĕнче
туй кĕрленĕ, иккĕмĕш кун туй мешехине хĕр патĕнче ирттернĕ,
виççĕмĕш кунне каччă патĕнче çĕнĕ хăта кĕртнĕ, тăваттăмĕш кун
хĕр енче киветнĕ, пиллĕкмĕш кун каччă енче киветнĕ.
Хĕр е каччă ÿссе çитсен ашшĕ-амăшĕ ачисем валли мăшăр шырама
пуçлать. Хĕр килĕшме, паллах, хăйсем кайма пултарайман. Çавăнпа
та хĕр пăхма е килĕшме çывăхрах тăванне е евче шаннă. Хĕр килĕшме
иккĕн килеççĕ (икĕ хĕрарăм е пĕр хĕрарăмпа пĕр арçын). Евчĕсем хĕр
килĕшме пырасси çинчен пĕлтерсе хĕрĕн ашшĕ-амăшне ятарласа
салам янă. Хăйсемпе вĕсем пуçламан çăкăр, эрех (хăмăшка), çăмарта
илсе килнĕ. Хĕр вăл вăхăтра кÿрше каçнă е хĕр-тантăшĕсем патне
кайнă. Хĕр патне килсен, евчĕсем мĕн тĕллевпе çÿренине каланă.
Хуçасем сĕтел çине чăкăт, услам çу, катăк сахăр лартнă. Сĕтел хушшине килнĕ хăнасене чĕннĕ. Евчĕсем çакна кура кĕсйисенчен эрех
кăларса сĕтел çине лартаççĕ. Çакăн хыççăн пĕршер черкке ĕçеççĕ,
çамрăксене пĕрле пулма сунаççĕ. Ун хыççăн калăм укçине мĕн чухле
парасси пирки сăмах татаççĕ. Ытларах 10-15 тенкĕ пулнă.
Килĕшме килнĕ арçын хĕр ашшĕнчен мĕнле выльăх пама пултарассине тĕпченĕ пулсан, хĕрарăмĕ хĕрĕн тупри пуррипе-çуккине
тишкернĕ. Ун хыççăн çураçмине хăçан ирттерессине калаçса
татăлнă. Унтан хĕре чĕнсе килнĕ те ăна килĕшни çинчен пĕлтернĕ.
Хĕр çакăн хыççăн килнĕ евчĕсене чей лартса ĕçтерет, хул пуççи
урлă тастăмал (тĕрленĕ карас ал шăлли) çыхса ярать. Килĕшнĕ
хыççăн çураçми иртет. Хĕр çураçма парсăр кайнă (9 е 13). Хăйсемпе
каччă енчисем кучченеç илнĕ. Хĕрарăмсене тутăр, çитсă, арçынсене
кĕпе панă. Çураçминче туй хăçан лартасси пирки калаçса татăлнă.
Хĕр кунта çураçма килнисене каллех парне салатать. Çураçнă хĕр
арçынсене икĕ тастăмал, хĕрарăмсене пĕр тастăмал хул пуççи урлă
çыхса ярать.
Хăнасене пысăк хисеппе ăсатса янă. Çакăн хыççăн каччăпа хĕрĕн
ашшĕ-амăшĕ туй хыççăн çеç курнăçса хутшăнма пултарнă. Тепĕр кун хĕр икĕ хĕр тантăшне чĕнсе каччăпа тĕл пулать. Авланакан каччă та
пĕччен килмест, икĕ юлташне чĕнет. Хĕрĕн икĕ пÿрт пулмасан ашшĕамăшĕ вăл каç куршисем е тăванĕсем патне çывăрма каять. Хĕр çав каçра каччăна мăйăр тултарнă енчĕк парнелет. Çамрăксем çапла пĕр çывăрмасăр ирччен вăйă вылянă, апатланнă. Каччи ир енне çеç хĕрĕ патĕнчен таврăннă.
Туй лартнă вăхăтра каччăпа хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ туя кайман. Туй
малтан каччă енче иртет. Тепĕр кун хĕр патĕнче туй кĕрлененĕ. Туй
кунĕ каччă юлташĕсемпе шăнкăравлă лашасемпе хĕр илме каять.
Авланакан каччă аллине перчетке тăхăнать. Урапа çине хĕр туприне илсе тухса хунă. Арча çинче хĕрĕн тÿшек-минтерĕ пулнă. Унта
арçын ачасем ларнă. Каччă вĕсене хĕр парнеленĕ енчĕкрен вак укçа
кăларса панă. Хĕре пÿртрен илсе тухма хатĕрлеççĕ. Хĕр пуçне каçмăк
тăхăнтартаççĕ. Ун çинчен шурă пĕркенчĕк витеççĕ. Хĕре хатĕрлесе
çитерсен туй халăхĕ сĕтел хушшине ларать.
Хĕрĕ ашшĕ-амăшĕ умне кĕççе çине чĕркуçленсе ларать. Хĕре
пехиллеççĕ. Çав хушăра каччи пÿрте кĕмест, тулта хĕр тухасса кĕтсе
тăрать. Çакăн хыççăн хĕр тăванĕсем хĕре çавăтса пÿртрен илсе
тухаççĕ те урапа çине каччă çумне ларма пулăшаççĕ. Кĕрнекерсенчен
пĕри ал тутрипе туй тапранса каймалли çинчен пĕлтерсе сулса
ярать. Малта юлан утпа кĕрнекер пырать, ун хыççăн каччăпа хĕр
кÿми, ун хыççăн хĕр туприне тиенĕ урапа. Тилхепине хĕре каччă
килне ăстакан хĕрарăмăн упăшки тытса пырать.
Хапха умĕнче каччăн икĕ тăванĕ кĕтсе тăраççĕ. Вĕсем хапхана
уçса каччăпа хĕре кĕртсе яраççĕ те каллех хупса хураççĕ. Хĕре кĕлете
илсе кĕреççĕ. Çав хушăра хапха уçса кĕртекенсем хĕр енчисене
сăрапа хăналаççĕ. Хапха урлă хĕр япалисене илсе кĕриччен мăйăрлă
енчĕксене ывăтаççĕ, унтан тин каччă енчисем хапха уçса хĕр япалисемпе туй халăхне кĕртеççĕ. Хĕр япалисене кĕлете илсе кĕреççĕ. Туй халăхĕ пÿрте кĕрет. Хĕре кĕлетрен икĕ хĕрарăм çавăтса тухать. Пĕри – хĕре каччă килне леçекенни, тепри – хĕре каччă килне йышăнаканни.
Туй пуçличчен каччă хĕр енчисене ĕçтерсе тухнă, хĕр арчинчен
тĕрленĕ ал шăллисене илсе кĕрсе пÿртре çакса тухать. Çакăн хыççăн
шăпăрпа туй пуçласа янă. Хĕр пĕркенчĕк айĕнче ларать. Хĕр леçме
килекен икĕ хĕрарăм пĕркенчĕк айне хĕрпе çумăн кĕрсе лараççĕ
те йĕме пуçлаççĕ. Çапла хĕр пĕркенчĕк айĕнче тăванĕсене ятран
асăна-асăна йĕрет. Çав хушăра хĕр камăн ятне асăнать, çавна каччи ал тутри вĕçне вак укçа чĕркесе парать, сăра ĕçтерет. Тăванĕсем ал
тутрине салтса хăйсем те укçа хураççĕ. Хĕр енчи тăванĕсене пурне
те ĕçтерсе тухсан каччă çиелти тумне хывса хуçа пулса хăналама
тытăнать. Туй халăхĕ кил картине тухса çур сехете яхăн ташланă.
Туй саланма пуçланас умĕн сĕтел çине пăтă лартаççĕ. Ӑна ăсатнă
пăтă теççĕ. Ӑсатса ярсан хĕре пÿрт варрине лартаççĕ те икĕ хĕрарăм
ташă пуçласа ярать. Вĕсенчен пĕри пĕркенчĕкне туртса илсе тухса
каять. Хĕрĕн пуçĕнчи каçмăкне каччă енчи пĕр-пĕр çамрăк тăванĕ
виçĕ юплĕ улма йывăç патакпа туртса илет. Çекĕлсем çине пĕçернĕ
пĕлĕм тирсе тухнă пулнă. Çамрăк ачапа хĕрарăм ташланă май хĕрĕн
çамкинчен çекĕллĕ туратпа икĕ хут лектерсе илет. Виççĕмĕшĕнчен
пуçĕнчи каçмăка туртса илет те тула тухса никам тупайман вырăна
пытарса хурать. Каçмăкне кайран тÿлесе илмелле пулнă. Хĕрарăм
çамрăк ача кĕриччен ташлать. Ача кĕлетрен ыраш çăнăхĕ илсе кĕрет
те пÿртре сапалать. Çакăн хыççăн хĕр кил хуçи пулса тăрать.
Авал каччăпа хĕре хĕве хупнă. Çамрăксене çулла кĕлетре вырăн
хатĕрленĕ, хĕлле – чаршав хыçĕнче. Хĕр каччăна хывăнтармалла
пулнă. Чăвашсен авалхи йăли тăрăх хĕр каччăн уринчи аттине хывса
илмелле пулнă пулсан, чăваш хĕрĕсем каччăн чăлхине хывса илмелле пулнă. Каччи ятарласа чăлхи ăшне укçа чиксе хурать. Укçине хĕрĕ хăйне илет. Тепĕр кунне каччă патĕнче çĕнĕ хăта кĕртнĕ. Кайран хĕр енче те,
каччă енче те туя киветнĕ.
Авал туй эрнене яхăн тăсăлнă. Пĕрремĕш кунхине каччă патĕнче
туй кĕрленĕ, иккĕмĕш кун туй мешехине хĕр патĕнче ирттернĕ,
виççĕмĕш кунне каччă патĕнче çĕнĕ хăта кĕртнĕ, тăваттăмĕш кун
хĕр енче киветнĕ, пиллĕкмĕш кун каччă енче киветнĕ», кандидат филологических наук Лира Аркадьевна Афанасьева.
Со страницы Валерии Апексеевой.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 23
Хӗр патне хӑтана килнӗ.
Туй хӑҫан пулассине калаҫма татӑлнӑ.
Типӗ тытнӑ вӑхӑтра,
Туй выляма чиркӳ ирӗк
Паман е сӗтел ҫине ҫимӗҫ .
Йӗркипе туй иртернӗ.
Ун пек нумай кун туй йӗрки тытса тӑмаҫҫӗ.Пӗрремӗшне хӗр патӗнче. Тул ҫутӑличчен илсе каяҫҫӗ . Вара арҫын патӗнче. Ҫырӑнаҫҫӗ те туй Малала пырать. Виҫҫӗмӗш кунне хӗр патӗнче ӗҫке. Япала , тумтирне илсе тухаҫҫӗ . Халӑх пахать мӗн пархатарне . Юрӑ юрлаҫҫӗ парнине тиркеҫҫӗ ень мухтаҫҫӗ. Ман вӑхӑтра йӑли ҫаплаччӗ.Виҫӗ кун пулнӑ.