24.10.2021ç.
Ку кăларăмра харăсах виçĕ çĕнĕ юрă янратас терĕмĕр. Паллах, вĕсене пурне те тÿрех сасăлава кĕртейместпĕр, анчах та çĕнĕ çынсем çитес кăларăмрах камăн вырăнне те пулин йышăнма пултараççĕ. Çавăнпа хăвăра килĕшекен артистсемшĕн тата юрăсемшĕн сасăлама ан ÿркенĕр. Унсăрăн вĕсем хит-парадран тухса ÿкес хăрушлăх пур.
Аса илтеретĕп, сасăлав йерки питĕ ансат. «ВКонтакте» е «Одноклассники» социалла сетьсенче малтанах Чăваш радио ушкăнне кĕмелле, унтан хит-парадăн юлашки кăларăмне тупмалла, Паянхи, сăмахран, вăл октябрь уйăхĕн 24-мĕшĕпе тăрать. Çавăнти сасăлав таблицинче камшăн сасăлас тетĕр, çавăншăн çеккĕл кăна лартатăр. Паллах, кăларăма итленĕ хыççăн))) Шансах тăратпăр, унти юрăсене эсир темиçе хут та итлеме хатĕр.
10-мĕш вырăн – Сергей Павлов, «Сарпике»
9-мĕш вырăн – Виталий Воронов, «Упра хӑвна, анне»
8-мĕш вырăн – Катя Петрова, Алексей Казанцев, «Ан çунтар»
7-мĕш вырăн – Алексей Иванов, «Тамаша»
6-мĕш вырăн – Константин Рязанов, «Такка-таккать»
5-мĕш вырăн – «Çавал» ушкăн, «Тарăн-тарăн çырмара»
4-мĕш вырăн – Дмитрий Базарнов, «Санăн куçусем»
3-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Савни, ан васка»
2-мĕш вырăн – Влад Ерлыгин, «Май ҫук тавӑрма иртнине»
1-мĕш вырăн – Сывлăм Алешĕ, «Саншăн»
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев