АНОНС!
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ. Çитĕнекен ăру чăваш чĕлхине юратса вĕрентĕр, ăна малалла аталантарса пытăр тесен аслă шкулсенче мĕн тумалла?
Тăван чĕлхе малашлăхĕ пирки кăларăм хăнипе – И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс, чăваш тата журналистика факультечĕн деканĕпе Алена Ивановапа калаçăпăр.
Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче эсир те ăна ыйтусем пама пултаратăр. Студи телефонĕ: (8352) 56-19-73.
Çавăн пекех ыйтусене «ВКонтакте» социаллă тытăмри тата Телеграмри Чăваш радио ушкăнĕнче çак хыпарăн коммантарийĕнче хăварма пултаратăр.
«Уçă калаçу» кăларăм ыран, апрелĕн 25-мĕшĕнче, 7 сехет те 27 минутра пуçланать.
Чăваш радио
FM 88.1 (Шупашкар),
FM 99.9 (Çĕрпÿ),
FM 101.0 (Етĕрне),
FM 105.2 (Патăръел),
FM 105.4 (Йĕпреç),
пралуклă хыпарлавăн 1 кнопки çинче калаçать.
Унсăр пуçне онлайн пирĕн сайтра: https://chgtrk.ru/pryamoy-efir/ тата телевизорпа «Раççей Радио» каналĕ çинче итлеме пулать.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев