Унӑн амӑшӗ ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн нумай пурӑнайман, чирлесе вилнӗ.
Вӗрхуна Сӗрке ятлӑ ашшӗ ӳстернӗ.
Сӗрке хӑйӗн Эскей ятлӑ шӑллӑмпа пӗр картишра пурӑннӑ. Тахҫан ӗлӗк-авал пӗртӑвансем ашшӗ килӗнчен уйрӑлса, унӑн ҫӗр ҫинчех ҫӗнӗ ҫуртсем лартнӑ.
Ҫакӑн пек тусан пӗр кил-картишӗн кӑна налук тӳленӗ вӗсем. Ҫавӑнпа пӗртӑвансем пӗр вырӑнта йышлӑ пурӑннӑ.
Сӗрке 1757 ҫулта чирлесе вилет, 14 ҫулхи Вӗрхун тӑлӑха юлать.
Эскей тете Вӗрхун валли хуҫалӑхне тытма пултаракан арӑм шырама пуҫлать.
Ытла нумай вӑхӑт шыраман.
Вӗрхуна 16 ҫула ҫитсенех тепӗр касран арӑм тупса панӑ. Пултаруллӑ, Санихӗр ятлӑ хӗрне, вунсакӑр ҫул тултарсанах, 1761-мӗш ҫулта Вӗрхуна качча параҫҫӗ.
Санихӗрпе Вӗрхунӑн, эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, 5 ача ҫуралнӑ: Ванька (1762 ҫ.), Хветӗр (1767 ҫ.), Меланӗ (1769 ҫ.), Евим (1777 ҫ.), Осий (1785 ҫ.).
Вӗрхун Вӑрмар ҫӗршывӗнче 58 ҫул пурӑннӑ, 1802 ҫулта вилнӗ.
Вӗрхун ячӗ ӗмӗртен ӗмӗре каҫнӑ.
Вӗрхунӑн несӗлисене "Верхун" хушаматпа палӑртнӑ. Каярах, Совет вӑхӑтӗнче ҫак чӑваш ячӗнчен официаллӑ «Верхунов» хушамат туса хунӑ.
1850 ҫулта Вӗрхун Кӗркурин (Осий ывӑлӗн) Микулай ятлӑ ача ҫуралать.
Вӗрхун Микулайӗ, утӑ уйӑхӗн 24, 1868 ҫулта Аниса ятлӑ Сӗнтӗр хӗрне качча илет. Микулайпа Анисан 7 ача ҫуралать: Анук, Трӑхим (04.07.1872), Сӗруш, Верук, Уҫине, Етюк, Татюк.
1870-мӗш ҫулсенче пирӗн Кивӗ Вӑрмар шкулне Иван Яковлевичпа Илья Николаевич Ульянов (халӑх училищисен инспекторӗ, Владимир Ильич Ленинӑн ашшӗ) пырса курнӑ. Кивӗ Вӑрмар шкулӗнчен вӗсем чи пултаруллӑ ачисине суйласа Чӗмпӗрти чӑваш вӗрентӳҫисен шкулне вӗренме ярасшӑн пулнӑ. Вӗсенчен ялти вӗрентекенсем тӑвасшӗн пулнӑ. Вӗсен шутӗнче Вӗрхун Микулайӑн ывӑлӗ Трӑхим пулнӑ.
Вӗрхун Микулайӗ хӑйӗн ывӑлне Чӗмпӗре вӗренме ярасшӑн пулман, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн пек шутланӑ: вулама, ҫырма, шутлама вӗрӗннӗ - эппин ӗҫӗ тытӑнма вӑхӑт ҫитнӗ. Тата пӗр пӗлтерӗшлӗ япала пулнӑ - Вӗрхун Микулайӗ влаҫсене хирӗҫ тӑнӑшӑн, ӑна Ҫӗпӗре яма пултараҫҫӗ тесе пӗлнӗ. Вӑл хӑй те питӗ чӑркӑш, пӑлхавҫӑ ҫын пулнӑ.
1883-мӗш ҫулта пирӗн Вӑрмар тӑрӑхӗнчен тата кӑштах Тӑвай тӑрӑхӗнчен нумай чӑваш Ӗпхӳ губернине куҫса каяҫҫӗ, унта вӗсем ҫӗнӗ ял никӗслеҫҫӗ - Ивано-Казанка (хальхи вӑхӑтра вӑл Аургази районне кӗрет).
Куҫса кайнисен шутӗнче Вӗрхун Микулайӗ хӑйӗн ҫемьипе пулнӑ.
Чи малтанах Вӗрхун Микулайӗ 12 ҫул тин тултарнӑ Трӑхим ывӑлӗпе тата ытти хресченсемпе 1883 ҫулта Пушкӑрт еннелле тапраннӑ. Хӗлле, начар лашасемпе вӗсем 1000 ҫухрӑм ытла кайса Ӗпхӳ губернине ҫитнӗ.
Вӗсен ҫулӗ ҫак хуласем урлӑ выртнӑ: Куславкка - Хусан - Чистай - Аснакай - Туймас - Ӗпхӳ.
Ҫӗнӗ вырӑна ҫитсен пирӗн хресченсем Заверицкий помещекрен ҫӗр туяннаҫҫӗ.
Ивано-Казанка ял общини Хусанти ҫӗр Банк урлӑ 50 ҫуллӑх кредит илеҫҫӗ. Банк килӗшӳллӗн Н.В. Заверицкинчен туяннӑ ҫӗршӗн 60000 тенкӗне 50 ҫул тӳлемелеччӗ.
1917 ҫулченех хресченсем хӑйсен ҫӗрӗшӗн кредит тӳлесе пурӑннӑ.
Ҫапла вара Вӗрхун йӑхӗн пӗр турачӗ Пушкӑрта та ҫитнӗ. Каярах, Совет вӑхӑтӗнче вӗсенчен пӗр пайӗ Чӑваш енне таврӑнса, Шупашкар хулинче пурӑннӑ.
Сӑнӳкӗрчек ҫинче почтальон Николаева Матрена Григорьевна (09.03.1916-27.02.2016) Верхунов ҫемьине алкум вӗҫӗнче ҫыру валеҫет.
Верхунова Анастасия (Степан Кузьмич хӗрӗ), Никонова Анастасия (Максим Васильевич арӑмӗ), ывӑлӗ Павел Гурьевич.
И. Грачев хӑйӗн тӗпчевне архив докуменчӗсене тӗпе хурса тунӑ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев