Аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче хĕллехи сесси кунĕсем вĕçленнĕ, студентсен каникул кунĕсем пуçланнă. Çак самантпа усă курса вĕсенчен чылайăшĕ тăван киле, ашшĕ-амăшĕ патне вăхăтлăха таврăннă.
Шăп та шай çакăн чухне ĕнтĕ Элĕк салинче çуралса ÿснĕ, Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ Даниил Васильевпа тĕл пултăм та.
Даниил Хусанти А.Н.Туполев ячĕллĕ наци тĕпчевĕн техника университетĕнче виççĕмĕш курсра вĕренет, авиаци тата ракета двигателĕсен проектировщикĕн специальноçне алла илет.
Шкулта пĕлÿ илнĕ вăхăтрах хастарлăхпа палăратчĕ çамрăк. Вĕренĕве пысăк тимлĕх уйăрнипе пĕрлех спортпа, туризмпа кăсăкланатчĕ. Çăмăл атлетикăра тата йĕлтĕрпе пысăк çитĕнÿсем тăватчĕ. Çарпа патриотизм мероприятийĕсенче тăтăшах асăрхама пулатчĕ ăна. Çавăнпа та «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисене çулсеренех хутшăнатчĕ, «Юнармия» юхăмра тăратчĕ Даниил. Çар енне туртăм пулнăранах профессине кунпа çыхăннине суйлама тăрăшнă яш-кĕрĕм. Вун пĕрмĕш класс пĕтерсен Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсенче пысăк балл пуçтарнине кура пĕр иккĕленмесĕ- рех Мускаври тата Хусанти авиаци институчĕсене ыйту çырнă. Иккĕшне те вĕренме кĕнĕ вăл, анчах та Хусантине суйланă.
- Хусана килнишĕн нимĕн чухлĕ те ÿкĕнместĕп, аслă вĕренÿ учрежденийĕ пурлăхпа техника никĕсĕнчен те питех те пуян. Çирĕп пĕлÿ илме, пурăнма условисем пĕтĕмпех пур. Общежитире виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер евĕрлĕ пÿлĕмре улттăн пурăнатпăр. Хамăрах апат-çимĕç хатĕрлетпĕр, индукциллĕ газ плити, микрохумлă кăмака пур. Кĕрсе чÿхенме те пулать, душ пур. Студентсем патне ашшĕ-амăшĕ е тăванĕсем килсен вĕсене валли ятарласа пÿлĕм уйăрнă. Оренбург, Уфа, Волжск, Чистополь ачисемпе пĕрле пурăнатпăр. Элĕк шкулĕнчен вĕренсе тухнисем юнашарах пулнăран килшĕн питех тунсăхламастăп, - каласа парать студент.
Даниил Васильевпа сăмахланă май студент пурнăçĕ çинчен тĕплĕнрех каласа пама ыйтатăп. Ун шучĕпе, паянхи студентăн пурнăçпа пĕр тан пырас тесен аслă пĕлÿ илнĕ вăхăтрах тĕрлĕ енлĕ аталанма тăрăшмалла. Унчченхи студентсемпе танлаштарсан хальхисем уйрăларах та тăраççĕ иккен. Хальхисене экзамен умĕн те вулавăшсенче ларнине сайра-хутра çеç асăрхатăн. Вĕсем информаци ĕмĕрĕн ачисем пулнăран ытларах электрон кĕнекесемпе усă кураççĕ. Хальхисем вăхăтпа та перекетлĕ усă курма пĕлеççĕ. Хăйĕн специальнăçĕсĕр пуçне ытти тытăмсемпе, специальнăçсемпе те кăсăкланаççĕ. Çавăнпа пĕр харăсах чылайăшĕ иккĕмĕш аслă пĕлÿ те илеççĕ, ĕçлеме те ĕлкĕреççĕ. Сăмахран, Даниил Васильев çар кафедринче пĕлÿ илет. Пушă вăхăт тупăнсан вара ĕçлет. Кунсăр пуçне спортран та писмен вăл. Хусанта ытларах волейбол тата футбол аталаннă. Даниила вара спортăн çак тĕсĕсем питех килĕшмеççĕ. Çавăнпа та вăл ку чухне ытларах тренажер залне çÿрет, çан-çурăм пиçĕхлĕхне ÿстерет.
Вăхăтпа пĕлсе усă курсан пĕтĕмпех ĕлкĕрме май пуррине çирĕплетсех калать Даниил. Çакă вара пуш сăмахсем мар. Пулас проектировщик пиллĕксемпе çеç ĕлкĕрсе пырать, нимĕнле предметпа та, лаборатори тата практика ĕçĕсемпе те «хÿресем» çук. Акă, хĕллехи сессире тăватă экзамен тытнă, пурте - «пиллĕк».
- Даниил, проектировщик специальнăçĕ мĕнле ĕçсемпе çыхăннă? - ыйтатăп Хусан университечĕн студентĕнчен.
- Проектировщикăн тÿрремĕнех йывăр шутлавсем тума, проектсем хатĕрлеме пĕлнипе пĕрлех ракетăсемпе самолетсен двигателĕсен тата вĕсен уйрăм узелĕсен моделĕсене тума пĕлмелле. Çак ăсталăха алла илес тесен электроника, компьютер графикин, программăпа модельсем тăвассипе çыхăннă дисциплинăсене лайăх вĕренмелле, - ăнлантарать пулас проектировщик. Студентсем халĕ ракета тата авиаци двигателĕсене шĕкĕлчеççĕ, термодинамика, электротехника енĕпе лекцисем итлеççĕ. Практика ĕçĕсене хутшăнса вĕçев аппарачĕсен установкисен проекчĕсене хатĕрлес ĕçе хутшăнаççĕ. Кунпа пĕрлех вĕсене валли документаци çырма вĕренеççĕ.
Даниил Васильев пĕлтернĕ тăрăх, ракетăпа авиаци двигателĕсен лайăх проектировщикĕ пулас тесен хăш-пĕр пахалăхсем пысăк пĕлтерĕшлĕ иккен. Авиастроенипе кăсăкланни тĕп вырăн йышăнать, тĕрлĕ енлĕ шухăшласа тивĕçлĕ йышăну тума пултарни, çине тăни, яваплăх, ушкăнпа ĕçлеме пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çынпа хутшăнма пĕлни те професси шайне ÿстерсе пыма пулăшать, хăв тĕллĕн аталанни те тĕп вырăна тухса тăрать.
Çак профессие суйласа илнисем тĕрлĕ çĕрте ĕçлеймеççĕ. Авиаципе ракета двигателĕсене хатĕрлесе туса кăларакан конструктор бюровĕсенче, наукăпа производство пĕрлешĕвĕсенче, авиастроительство завочĕсенче çеç ĕçлеме пултараççĕ. Кун пеккисем вара пур регионта та çук-ха. Ĕç тупас тесе урăх çĕре куçса кайма тивни çеç çак профессин япăх енĕ шутланать. Ытти енĕпе вара нимĕн те ÿпкелешмелли çук-ха.
Кун çинчен вара хальлĕхе Даниил Васильев шутласа пуçа ватмасть, çирĕп те пахалăхлă пĕлÿ илес ĕмĕт-тĕллевпе çеç пурăнать. Ара, алла диплом иличчен тата тепĕр виçĕ çул-çке. Пĕтĕмпе ултă курс вĕренмелле пулас проектировщиксен.
Эльвира КУЗЬМИНА.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 7
Успехов тебе, Даниил!Вперёд и только вперёд среди самых лучших