Тури Карачурара çуралса ÿснĕ, çемйипе Элĕкре тĕпленнĕ Валерий Давыдов февралĕн 11-мĕшĕнче ятарлă çар операцинчен кĕске вăхăтлăха отпуска килнĕ. Çĕршыв хÿтĕлевçипе курнăçас тĕллевпех çак кунсенче Давыдовсем патне çитсе килтĕм. Манпа пĕр вăхăтрах шкулта тăваттăмĕшĕнче вĕренекен Константин ывăлĕпе пĕрремĕш класра пĕлÿ илекен Ксюша шкултан таврăнчĕç. Хваттер алăкĕнчен кĕнĕ-кĕменех пĕчĕкрех хĕрача:
- Атте, кил-ха, кил хăвăртрах, - хыпкаланса ÿксех чĕнчĕ çывăх çыннине.
Хĕр пĕрчи çине тăрсах чĕннĕрен малтанах шикленсе те ÿкрĕ-ха арçын, çийĕнчех тĕпренчĕкĕ патне васкарĕ.
- Çакна тыт, асăрхан, ан лÿчĕрке. Ку сана валли Çĕршыв хÿ- тĕлевçин кунĕ ячĕпе парне. Эпĕ тум тире хывмасăрах ан уç, хамах кăтартатăп, - пÿрнипе юнаса та илчĕ пĕчĕкскер ашшĕне.
Курткине йăпăр-япăр амăшне тыттарчĕ те васкаса зала ашшĕ патне чупрĕ. Чĕркуççийĕ çине хăпарса ларчĕ, ыталаса пит çăмартинчен чуп турĕ те альбом листине илсе уçса кăтартрĕ. Танк ÿкернĕ, ун çинче хĕрлĕ çăлтăр ялкăшать. Çар техникипе юнашар икĕ салтак тăраççĕ, тÿпере вара сар хĕвел пăхать. Пысăк сас паллисемпе «Манăн атте - Герой» тесе çырнă.
- Ку эсĕ, тепри вара санпа пĕрле вăрçă хирĕнче пурăнакан юлташу. Эсир кĕçех тăшмана çĕнтеретĕр вĕт? - ашшĕне куçĕнчен пăхса ыйту пачĕ вăл. Çывăх çынни пуçне сĕлтсе унпа килĕшрĕ те, пĕчĕкскер ăна мăйĕнчен хыттăн çупăрларĕ. - Манăн сана пачах та ярас килмест. Эсĕ килте чухнех лайăх, - терĕ. Çак сăмахсене илтсен ашшĕпе юнашарах ларакан Константин ывăлĕ те арçын çумне çыпăçрĕ. Валерий Владимировичăн та, сĕтел хушшинче ларакан Анна Николаевнăн та куçĕсем шывланчĕç.
- Кĕçех çĕнтеретпĕр те килетпĕр, - терĕ те арçын, ачасен сăн-питĕнче йăл кулă та çуралчĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакан Валерий Давыдов çеç мар, ыттисем те отпуска килсен кайма йывăррине, уйрăмах ачисемпе мăшăрĕсем пăлханса юлнине палăртаççĕ.
Валерий Давыдов мобилизаци пуçланнă тапхăрта Мускавра ĕçленĕ. Тус-юлташĕнчен пĕри те тепри ятарлă çар операцине кайма хăйсене повестка панине пĕлтернĕ.
- Мĕнле япала ку, мĕншĕн мана сиктерсе хăварнă? - çак ыйтусем канăç паман ăна. Тăван тăрăха таврăнсан çийĕн- чех Элĕкри çар енĕпе ĕçлекен специалистсем патне шăнкăравланă. Кусем Муркашри çар ĕç комиссариачĕн специалисчĕсемпе çыхăнма сĕннĕ. Вăхăта тăсмасăрах Муркаш тата Элĕк муниципаллă округĕсен çар ĕç комиссариатне çул тытнă. Пĕлĕшĕсем кайнă чухне вăл килте юлма пултарайманнине çирĕппĕнех пĕлтернĕ икĕ ача ашшĕ. Мăшăрĕ ÿкĕтлени те унăн шухăшне улăштарайман.
- Çитес кунсенче повестка парассине пĕлтерчĕç. Çакна пĕлнĕ хыççăн тепĕр хут Мускава ĕçлеме тухса кайрăм, повесткине Аня мăшăрăм кайса илнĕ. Хăçан каяссине палăртсан таврăнтăм, 47-ĕн пĕр кунра ăсантăмăр ун чухне ятарлă çар операцине, - каласа парать 32-ри арçын.
Унччен çар ретĕнче тăни те, Ульяновскра ятарлă вĕренÿ витĕр тухни те фронтра пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртать. Татти-сыпписĕр ракета вĕçни малтанах шиклентернĕ пулсан, халĕ унăн сассине, каçсерен салют панă евĕр, тÿпере вут-хĕм сапнинчен хăраманнине пĕлтерет.
Запорожье тăрăхĕнче Днепр юханшыв хĕрринче тăраççĕ-ха сыхăра. Вĕсен хыçĕнче вара ял-сала, çынсем пурăнаççĕ. Раççей салтакĕсем сыхлама пуçланăранпа кунти пурнăç йĕркене кĕме тытăннă, ачасем шкула çÿреççĕ, социаллă учрежденисем, магазинсем ĕçлеççĕ. Хăйсене кирлĕ таварсене шăп та шай çавăнта туянаççĕ те. Паллах, кунтинчен самай хаклăрах иккен.
Пурнăç условийĕсем вара ытти çар çыннисем пекех, çав териех ăмсанмалла мар. Апла пулин те ÿпкелешмеççĕ.
- Малтанхи тапхăртах ахаль çĕр, йĕпе-сапара лĕкĕр çинче çывăрни те пулнă-ха. Халĕ кашнинех хăйне ятран блиндаж пур. Эпир Çĕрпÿ çамрăкĕпе пĕрле пурăнатпăр. Выртса тăма вырăн пур. Çĕре вырăн пек хăпартнă та, ун çине йывăç хăма хурса тухнă, матрас пăрахнă. Япăх мар, пурăнма пулать. Апат пĕçерме кастрюль те, çатма та пур. Ытларах чухне хăвăрт пиçекен апат-çимĕç хатĕрлеме тăрăшатпăр, - каласа парать взвод командирĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан ентеш.
Кăмакасемпе усă курса та апат хатĕрленине, хăш чухне пĕчĕк газ баллонĕсемпе апат-çимĕç янтăланине, окоп çуртисемпе усă курнине пĕлтерет «Иисус».
Кукăль аса килсен магазинта туяннине палăртать. Тутлă апат-çимĕç патне вара шăшисемпе йĕке хÿресем илленине те пытармасть. Вĕсенчен сыхланас тĕлĕшпе блиндажра йĕри-тавралла клей сĕрсе тухнине, хăш чухне ку енĕпе питех те ăнăçлă пулнине, пĕр харăсах 10-15 чĕрĕ чун çакланнине калать. Кĕрпе, çăкăр е ытти çимĕçе упрама йывăçран ешчĕк хатĕрленине асăнать.
Тылран килекен маскировка çеткисем чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртать. Техникăна, блиндажсене пытараççĕ унпа.
- Фронтра салтаксем хушшинче туслăх пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пурте пĕр шайра, пĕр-пĕриншĕн тĕрев. Пĕр-пĕрне пулăшса пынинчен ĕнтĕ санăн пурнăçу килет те. Эсĕ мĕн пуррипе вĕсемпе çурмалла пайлатăн, вĕсем санпа пайлаççĕ. Пурин те пĕр тан, пĕр пек пултăр. Хăш чухне пĕр татăк çăкăра та çурмалла пайлатăн, - фронтри пурнăçĕ çинчен каласа парать Валерий Давыдов.
Лăпкăлăх çинчен калаçмалли çук-ха. Тăтăшах заданисене çÿреççĕ. Караулта пулаççĕ, кунта тĕлĕрме юрамасть, виçĕ теçеткене яхăн салтак пурнăçĕшĕн яваплă-çке.
Паян-ыран икĕ ача ашшĕ каллех ятарлă çар операцине ăсанать. Çĕнтерÿпе таврăнма сăмах парать. Анна Николаевна вара каллех канлĕхне çухатать.
Э.ЭЛИНА.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 32
Пусть твой Ангел - хранитель всегда будет рядом с Тобой.
Береги себя, возвращайся живым и невредимым