salamsem

Саламсем

Добавлено фото в альбом

❗️ ПОЭЗИ ТӖНЧИ Шурăмпуç шуралчĕ, кун пуçланнăран. Тăван ял вăранчĕ Тарăн ыйхăран. Алăксен шăв-шавлă Илтĕнет сасси. Çакăн хыççăн паллă Ĕç пуçланасси. Сукмаксем çĕнелчĕç Çĕнĕ йĕрсемпе. Çăлалла уттарчĕ Пĕр кин витрепе. Хыçалтан шур анчăк Ăсатса чупать. Аякран шур пăнчă Евĕр курăнать. Вăй илсе хастарлă Çĕнĕ кун килет. Паянхи пĕр майлă Пурнăçа кĕрет. Шурăмпуçĕ сарчĕ Çунатне аран. Тăван ял вăранчĕ Тарăн ыйхăран. Лаврентий Анӑҫ "Тăван ял вăранчĕ"
salamsem

Саламсем

Добавлено фото в альбом

  • Класс
salamsem

Саламсем

Добавлено фото в альбом

salamsem

Саламсем

576189956724

Зоя Макарова

Добавила фото в альбом

salamsem

Саламсем

❗Салам, салам! Салам, салам, ытарайми ыр ҫыннӑмсем, Хӗрӳ салам сире, юратнӑ тӑвансем! Ҫурхи салам яратӑп эпӗ пурсӑра, Хӗвел пайӑркилле ҫутаттӑр чунӑра! Салам, салам тесе калатпӑр ир пулсан, Салампала пуҫа таятпӑр тӗл пулсан. Эп вӗҫтеретӗп ӑшӑ-ӑшӑ саламсем, Чунра ахах пулса вырнаҫчӑрах вӗсем. Салам, чӑвашӗ, вырӑсӗ -- пурне салам, Тӗнче илемлӗ те хавас пӗрле пулсан. Ҫӗр-шывӗпех саланччӑр пирӗн саламсем, Ыр кӑмӑлпа телей шевли хӗлхемӗсем. Пин-пин салам йӑл кулӑпа пӗрле тулса Шерпет пекех пулайтӑрччӗ чуна уҫса. Хавха кӳрет ӑш сунӑм, чӑн та, кашнине, Ирхи салам парне пулайтӑр пӗр-пӗрне! Салам тӗнче, салам сана асам ҫӗр-шыв! Салам, авкаланан илемлӗ юхан шыв! Салам сире, хаваслӑ ирӗк кайӑксем
Показать ещё