❗ПОЭЗИ ТӖНЧИ Телее еплерех валеҫеҫҫӗ? Час-часах тӗшмӗртетпӗр ҫавна. Хӑш-пӗрне туллиех тӳпелеҫҫӗ, Туйӑнать пек сиктернӗн хӑвна. Ҫыннӑнри пысӑкрах курӑнать-ши? Ӑнланма та хӗнрех хӑш чухне. Телее тивӗҫмен пек пулать-ши? Тен, ҫитмен-тӗр валеҫнӗ чухне? Шӑпана та час-час айӑплатпӑр, Ӳкӗтлетпӗр, вӑрҫатпӑр лавне. Темшӗн питӗ кайран ӑнланатпӑр Чӑн телей пурнӑҫ хӑй иккенне. Мая Салампи.
salamsem

Саламсем

Добавлено фото в альбом

salamsem

Саламсем

01:36
VID-20240525-WA0007.mp4
4 346 просмотров
❗ПОЭЗИ ТӖНЧИ ЮЛАШКИ ШӐНКӐРАВ УМӖН Ҫулсерен ҫуркунне вӗҫӗнче, Ҫӗмӗртсен ҫеҫкисен ырринче Сиреньсен шӑршипе хутӑшла Янӑрать шӑнкӑрав тунсӑхпа. Шкул сукмакӗ паян кӗскерех, Вӗл вӗҫеҫ хӑмпӑсем ир-ирех. Вӑрӑм ҫӳҫлӗ чипер хӗрӗсем Ҫыхнӑ капӑр, шап-шур хӑюсем. Каччисем те паян яштакрах, Хавасрах, тен, кӑштах шухӑрах. Ҫамрӑксен умӗнче вӑрӑм ҫул. Тунсӑхпа ӑсатать савнӑ шкул. Янӑрать юлашки шӑнкӑрав, Уроксем пулас ҫук, ҫук тӑхтав. Пӗлӳ ҫурчӗ— ачалӑх сасси, Иртнипе Паянхи. Пуласси. Алина Николаева.
Показать ещё