Сегодня в деревне Яншихово Батыревского муниципального округа прошли Республиканские соревнования по лёгкой атлетике в честь мастера спорта международного класса Фаины Красновой.
На соревнованиях приняли участие 185 спортсменов.
Ака уйӑхӗн 11 кунӗнче Еншик ялӗнче 29 мӗш хут, йӑлана кӗнӗ, тӗнче класс спот маҫтӑрӗ Фаина Краснова ячӗпе ҫӑмӑл атлетикан ҫурхи кросӗ пулса иртрӗ.
Патӑрьел округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ С.Чернова, Пикшик территори уйрӗмӗн пуҫлӑх ҫумӗ М.Исаева саламӗсем хыҫҫӑн ӑмӑртун ҫивӗч старчӗсем пуҫланчӗҫ.
2012 ҫулхи тата унтан кӗҫӗнтерехисенчен Антонова Ева, Сулагаев Алексей пьедесталӑн пӗрремӗш картлашкине хӑпарма тивӗҫрӗҫ. Вӗсем иккӗшӗте Патӑрьелӗн пӗрремӗш шкулӗнчен. 2010-11 ҫулхисенчен Первомайскинчен килнӗ Суворова Аня, Турханти Чемеров Максим мала тухрӗҫ. 2008-09 ҫулхисенчен Гаврилова Валерия, Сидоров Филип, иккӗшӗ те Первомайскинчен, палӑрчӗҫ. 2006-07 ҫулхисенчен Иванова Кристина, Первомайски тата Чемен каччи Тарасов Андрей пулчӗҫ.
Ӑмӑртусене аслӑ ҫулхи спорта юратакансем хутшӑнни те ҫамрӑк спортсменсемшӗн хӑйне кура пример пулчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе тата медальсемпе хисеплӗрӗҫ.
Нет комментариев