Зинаида Фролова (Семёнова) Тикеш ялӗнче 1949 мӗш ҫулта апрельӗн 25 -мӗшӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑл шкула ҫӳренӗ чухнех фермӑна ӗне сума ҫӳреме пуҫланӑ. Вунтӑхӑр ҫула ҫитсен маттур та хастар хӗре Еншик каччи Гурий Яковлевич Фролов куҫ хывнӑ. Вара икӗ ҫамрӑк чун ҫемье ҫавӑрса шӑкӑл- шӑкӑл пурӑна пуҫланӑ. Еншикре Зинаида Васильевна сысна ферминче мӗн канӑва тухиченех вай хурса ӗҫленӗ. "Герой" колхоза мала ярасишӗн нумай тӑрӑшса ҫӗр ҫывармасӑр вӑй хураҫҫӗ фермӑ хӗрӗсем. Темиҫе хутчен районта малти вырӑна тухаҫҫӗ .
Зинаида Васильевнапа Гурий Яковлевич ултӑ ача ҫуратса ура ҫине тӑратнӑ Хальхи вӑхатра ултӑ ачи те мӑшарланса хӑйсен ҫемьипе пурӑнаҫҫӗ . Тӑватӑ ывӑлӗ те ялтан тухса кайман. Килӗнче Коля ывӑлӗн ҫемьипе пӗрле кил -хуҫалӑх тытса пурӑнаҫҫӗ. Зинаида Васильевнӑна вуникӗ мӑнукӗ час часах юратнӑ кукамай, ассанне тесе чунне хавхалантараҫҫӗ.
Зинаида Васильевнана уяв ячӗпе ялти культура ҫуртӗнче ӗҫлекен Елена Краснова Патӑрьел муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн Рудольф Васильевич Селивановӑн хисеп ҫырӑвӗпе тата Пикшик территори пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Исаева Марина Николаевна парнипе хисеп турӗ.
Комментарии 36