Амăшĕн савăнăçĕ - ачисенче
Паян, февралĕн 7-мĕшĕнче, Утаркасси ялĕнче пурăнакан Зинаида Алексеевна Михатайкина хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çак ятпа вăл Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă Çырăвне тивĕçнĕ, хăнасемпе çывăх çыннисенчен ăшă сăмахсем йышăннă.
Çăмăл иртмен унăн çамрăклăхĕ, нушине сахал мар курнă вăл. Çĕнтерĕве çывхартас тĕллевпе ĕçе пуçăннă, мирлĕ пурнăçшăн тăрăшнă. Йывăрлăхсене парăнман, пĕр ĕçрен те хăраман, малаллах талпăннă. Хăйĕн кун-çулне колхозпа çыхăнтарнă Зинаида Алексеевна, хăмла çинче те вăй хунă, 10 çул хушши дояркăра тăрăшнă. Сĕт суса илессипе малтисен ретĕнче пулнă вăл, унăн сăнĕ район Хисеп хăми çинче те çуталнă. Колхоз ĕçне активлă хутшăннăшăн т