Предыдущая публикация
Василий Шихранов
Уйăхпала хĕвел хушшинче
Пĕлĕт шăвать, шăвать пĕр канми.
Ырлăхпала хурлăх хушшинче
Ĕмĕр иртет, иртет чарăнми.
Тарăн варти шур чул айĕнчен
Çăлкуç шывĕ тухать талпăнса.
Пирĕн ĕмĕр иртсе кайиччен
Юлар, туссем, юлар савăнса.
Уйăхпала хĕвел хушшинче
Пĕлĕт шутăр, шутăр васкаса.
Ырлăхпала телей хушшинче
Ĕмĕр тăтăр кăштах чарăнса!
Тарăн варти шур чул айĕнчен
Çăлкуç шывĕ юхтăр Атăла.
Кунти ĕмĕр иртсе кайиччен
Турри панă çулпа утмалла!
21.03.24.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 36
Салкус шыве юхтар Атала.
Кунти емер иртсе каличчен
Турри пана сулпа утмалла! Сапла пултар, В.Васильевич !!! Ылтан самахсем ... Тавтапус !!!
А за Валеру да, Царство небесное!