Культура ĕçченĕсен профсоюзĕн хастарĕсен семинар-канашлăвĕнче икĕ килĕшĕве алă пусрĕç
Пĕри Чăваш Республикин Культура министерствипе Пĕтĕм Раççейри культура ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри организацийĕ 2024-2027 çулсенче пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлессипе çыхăннă.
Тепри Чăваш Республикин Культура министерстви, республикăри муниципалитетсен канашĕн ассоциацийĕ тата Пĕтĕм Раççейри культура ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри организацийĕ 2024-2027 çулсенче пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлессине çирĕплетет.
Культура министрĕ Светлана Каликова, муниципалитетсен канашĕн ассоциацийĕн ертÿçи Александр Кузнецов культура ĕçченĕсен профсоюзĕн хастарĕсен тăрăшулăхĕпе çаврăнăçулăхне палăртса хăварчĕç, çĕнĕлĕхсе