Тусăм пар сассуна
Сивĕ çумăр шаккать кантăкран
Вăратать вăл мана ыйхăран,
Анчах эпĕ кĕтеп савнине
Вăл пĕлмест ман чĕрем çуннине.
Тусăм пар сассуна,
Юрататăп сана!
Тусăм пар сассуна,
Лăплантарсам манăн çамрăк чуна!
Ман телейĕм манран пытанать,
Икĕ куç куççульпе шывланать.
Анчах эпĕ кĕтеп савнине,
Вăл пĕлмест ман чĕрем ҫуннине.
Тусăм пар сассуна,
Юрататăп сана!
Тусăм пар сассуна,
Лăплантарсам манăн ҫамрӑк чуна!
Иккӗн ларнă лутра сак ҫине
Шурă хурăн тӑкать ҫулҫине,
Анчах эпĕ кӗтеп савнине,
Вӑл пĕлмест ман чĕрем ҫуннине.
Тусăм пар сассуна,
Юрататăп сана!
Тусăм пар сассуна,
Лăплантарсам манăн ҫамрӑк чуна.
Автор Вениамин Вастулов.