Июлĕн 9-мĕшĕ - Раççей почтин кунĕ «Туслă коллективра ĕç те ăнать» Çапла каласа параççĕ Муркаш почтампчĕн Мăн Сĕнтĕрти çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекенсем – Татьяна Васюкова, Елена Ильина, Мария Сорокина почтальонсем, уйрăм пуçлăхĕ Надежда Дмитриева, Юрий Петровпа Ирина Пожидаева почтальонсем. Коллектив кăçалхи иккĕмĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнтарассипе активлă ĕçленĕ. Район хаçатне 330 экземпляр çырăнтарнă. Тĕрлĕ тавар сутассипе, тĕрлĕ услугăпа тивĕçтерессипе те кăтартусем япăх мар. Çитменнине кунта вăй хуракансен ĕç условийĕсем те пĕлтĕртенпе палăрмаллах лайăхланнă. 2022 çултанпа çĕршывра ялти почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсене юсаса модернизацилессипе федераци программи ĕçлеме тытăнчĕ. Унăн шай