Паян алхасакан вӑрҫа пула?
Хыпар ҫукки ытла чуна кӑшлать-ҫке,
Ӑҫта ӑсатрӑмӑр сире? Мӗнле капла?
Нивушлӗ вӑрҫӑ-харҫӑшӑн ӳстернӗ,
Атте-анне савса ывӑл-хӗре?
Эй, Турӑ, чӗппӗмсе хӳтӗлесемччӗ,
Тӗрӗс ҫулпа кӑна илсе ҫӳре!
Усал хыпар утпа-ши вӗҫсе ҫитрӗ,
Ҫывӑх ялсем... Ытла та ҫамрӑк-ҫке!
Тин ҫеҫ пехил сунса-ҫке ӑсатсаччӗ,
Цинк тупӑкра ав килчӗҫ халь илсе.
Ытла та йывӑр, калама ҫук йывӑр...
Кӑшт лӑпланса лӑш сывлама та ҫук.
Ним сăмахпа та халӗ йӑпатаймӑн,
Вӑхӑт сыватӗ, тетчӗҫ ун пек чух...
Мӗн ҫитменрен-ха ӗнтӗ пӑлханатпӑр,
Мӗнма усал вӑйсен пуҫ пулмалла?
Ҫак ирсӗр вӑрҫӑ хӑвӑртрах тӗп пултӑр,
Урнӑ тӑшман ан тулхӑртӑр ҫапла!
Миҫе анне паян пӑшӑрханать-тӗр,
Ҫине-ҫине пирус чӗртет атте...
Раҫҫей салтакӗсемшӗн кӗл тӑватпӑр,
Тӗрӗс-тӗкел ҫеҫ таврӑнччӑр киле!
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев