Предыдущая публикация
Утатӑп-утатӑп - утса ҫитейместӗп,
Чупатӑп-чупатӑп - сана лекейместӗп.
Ҫунатӑмсем хуҫӑк - вӗҫсе те пулаймӗ,
Нивушлӗ ик куҫӑм сана тек кураймӗ?
Чӗрем сассине, чун савни, тӑнласамччӗ,
Урам вӗҫнелле мана хирӗҫ тухсамччӗ.
Сана паҫӑрах тӗттӗмре эп кӗтетӗп,
Эс ҫук та, пӗчченҫӗ шӑнса ҫӳҫенетӗп.
Ҫут уйӑх ҫӗрле уҫӑлма тухаканччӗ,
Пурне те илтсе, йӑлт курса тӑраканччӗ.
Ӑҫта-ши савни? Ман пата вӑл васкать-ши?
Мӗнле эп ҫунатӑп - ҫаплах юратать-ши?
03. 05. 2024. Мая Салампи
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 10