Ирхи кофе ӗҫнӗ май 1-мӗш канала ятӑм. Паян Кукша пуҫ уявӗ иккен)) Мана ҫитрӗ те)) Ҫак йӗркесем питӗ хӑвӑрт ҫырӑнчӗҫ. Алла илмесӗрех, редакцилемесӗрех)) Сире те паллаштарам)) Паян та уяв пултӑр Итлерӗм те, ун усси те пур иккен)) ( Малтанхи икӗ сӑн ӳкерчӗкне Настя хӗрӗм ярса пачӗ тӳрех)) Хӑй ӳкернисем)) Ун - ал айӗнчех))
Мӗн ҫывӑхра, ал айӗнче
Часах хакла пӗлместпӗр.
Ӳсет кукша пуҫ ҫул ҫинче
Тапта-тапта иртетпӗр.
Ытла та пур ҫӗрте ӳсет,
Ӗрчет-ӗрчет, татах ӗрчет.
Анчах та сӑнарах пӑхсан
Хӗвел манерлӗ курӑнан:
Сап-сарӑскер ҫавӑн пекех,
Тек пӑхтаратӑн хӑв ҫинех.
Ахаллӗн мар сарӑ хӗрсем
Ӳкеҫҫӗ сӑн санпа, пӗлсем.
Кайран вӗҫетӗн мамӑкла
Тӗнче ҫипе ташла-ташла.
13. 05. 2024. Мая Салампи
Хӑҫан эс ҫитӗн вӑрҫӑран?
Хӑҫан эс ҫитӗн вӑрҫӑран?
Сана эп пит кӗтетӗп.
Ялан пӑхатӑп кантӑкран -
"Аттем утмасть-ши?" - тетӗп.
Эс пур чухне аннем ялан
Пит савӑнса ҫӳретчӗ.
Манпа вылятчӗ май пулсан,
Кулса пӑхса илетчӗ.
Халь вӑл та час-часах йӗрет,
Манран ҫеҫ пытарасшӑн.
Ыйтсассӑн, "ҫӳпӗ кӗчӗ" тет,
Кӑшт кулнӑ пек тӑвасшӑн.
Эп пӗчӗк мар, йӑлт ӑнланап
Аннем ма йӗнине те.
Эп хам та питӗ тунсӑхлап,
Пӗлеп эс ӑҫтине те.
Аттеҫӗм, эсӗ вӑрҫӑра
Тӑван ҫӗре сыхлатӑн.
Пӑшал пур санӑн алӑра,
Ҫӗрле те ҫывӑрмастӑн.
Тӑшмансене пӗтер часрах,
Вара киле те таврӑн.
Кӗтетӗп эп ҫавна анчах,
Вӑрҫа та урӑх каймӑн.
Хам шухӑша пуканене
Йӑлт каласа паратӑп.
Сана епле хам кӗтнине
Ӑна пӗшӑлтататӑп.
Вӑл питӗ тимлесе
Хаклӑ тусӑмӑрсем! Паян Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне паллӑ тӑватпӑрУяв ячӗпе! Таса та сенкер тӳпе, хаваслӑ ача кулли, телей сунатӑп. Никам та, нимӗн те манӑҫмасть.
Ытла та йывӑр килтӗн, Ҫӗнтерӳ!
Ытла та йывӑр килтӗн, Ҫӗнтерӳ!
Асаплӑ пулчӗ санӑн ҫул-йӗрӳ.
Тӑватӑ ҫул ахлатрӗ ҫӗр-анне,
Ҫуратчӗ ҫавӑ сасӑ чӗрене.
Миҫен таврӑнаймарӗҫ вӑрҫӑран,
Нушаллӑ та синкерлӗ тамӑкран?
Миҫе анне ҫухатрӗ ывӑлне?
Миҫен тек кураймарӗҫ мӑшӑрне?
Нар пек хӗрсем те хупрӗҫ куҫсене
Тӗшӗрӗлсе анса сив ҫӗр ҫине.
Вутра ҫунтарчӗ вӑрҫӑ шелсӗрех
Вӗт-шакӑр пурӑнас ачасенех.
Тӑшман пырса кӗретчӗ ялсене:
Ах, тустаратчӗ, мур, мӗн пуррине.
Тиркемӗ, чунсӑрскер, вӑл никама,
Ан кӗт эс ыррине. Черет кама?
Ҫава пекех шӑлса тухса каять,