Чылай ҫул каялла кӗҫӗн хӗрӗмӗр ӳкернӗ вӗсене. Паянхи кунччен те холодильник алӑкӗ ҫинче ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Асӑнмалӑх, савӑнмалӑх😍
Ҫемье тенийӗ мӗн, анне?
- Ҫемье тенийӗ мӗн, анне? -
пӗлесшӗн пӗчӗк Урине.
- Ҫемье вӑл - пӗр ҫуртри ҫынсем:
атте-анне те ачисем.
- Апла пулсассӑн эп пӗлеп,
ҫемье вӑл пирӗн - эсӗ, эп,
атте те. Тӗрӗс-и, анне? -
татах тӗпчет хӗр амӑшне.
- Шӑллу пулать тата кӗҫех,
вӑл пулӗ пирӗнпе пӗрлех.
- Ман асатте те асанне
ҫемьех пулаҫҫӗ-и, анне?
- Паллах, ҫапла-ҫке, чӗппӗм ман,
ӳссен хӑвах йӑлт ӑнланан.
Ҫемье вӑл яланах пӗрле,
каҫпа пуҫтарӑнать киле.
Кунта чи ҫывӑх ҫыннусем,
юратнӑ пӗр тӑванусем.
Сана ӑнланӗҫ чунтанах,
май тупӗҫ пулӑшма часах.
Ҫемье пулсан шалта аван,
унпа хӑвна пуян туян.
Анчах та туслӑ пулмалла,
килӗштерсе пурӑнмалла.
Вара Хӗвел пӳрте кӗрет,
ҫав ҫемьере ӑшши ҫӳрет.
15. 05. 2024. Мая Салампи
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 11
ҫемье ӑшшине туякан
пепкен парни !
Чи хакли !