Ҫӗньял халӑхӗ ҫулталӑк тӑршшӗпех салтаксем валли хӳтӗлев сеткисем ҫыхать. Ҫутҫанталӑк симӗсленнине кура массетьсем те ҫак тӗслӗ пулмаллине шута илсе паян тепӗр хутчен "нимене" пуҫтарӑнчӗҫ маттурсем. Хальхинче "Урал" машина валли ятарласа ҫыхрӗҫ хӳтӗлев хатӗрне.