ПОЭЗИ ТӖНЧИ
Хӑна пулса пӗр хут кӑна
Эпир килетпӗр ҫӗр ҫине.
Пӗр хут килетпӗр хӑналла,
Анчах пурнатпӑр хуҫалла.
Кашни хуҫа хӑй шӑпипе,
Телейӗпе, кунҫулӗпе,
Хуҫа кашни саманчӗпе,
Ыр ячӗпе, ыр ӗҫӗпе.
Пӗр хут пурнатпӑр ҫӗр ҫинче,
Пире савать пӗр сар хӗвел.
Пӗрне-пӗри ырӑ сунса
Ялан та туслӑ пурӑнар.
Кашни ире, кашни куна
Ах, тарават кӗтсе илер,
Кашни кунпа та самантпа
Ах, савӑнар та киленер.
Влад Апаш