"Манăн карлик тата çурма карлик улмуççисем 1 гектар йышăнаççĕ. Пысăк мар лаптăкра нумай йывăç çитĕнтерме май пур. Çурма карлик йывăç 3 метртан çÿллĕ çитĕнмест. Туратне вăхăтра иртсен çимĕçне алăпа татма май пур. Карлик улмуççи валли ятарлă шпалер кирлĕ — тымарĕ вăйсăррипе ÿкет.
Садра улма-çырла тĕмĕ кăна мар, илемлĕ ÿсен-тăран та туллиех. Кĕлчечекĕ 20 тĕрлĕ, çав шутра явăнса е тĕмĕ пек çитĕнекенни те пур. Тĕмĕллĕ чечекрен гортензи /5-6 сорт/, вейгела /2/, клематис, спирея, тамарикс, калина бульденеж тата ытти илемлĕ ÿсен-тăран пайтах. Çултан-çул сада çĕнĕ сортпа пуянлататăп. Хунава сыпсан çимĕç парасса кĕтетĕп. Хыççăн çимĕçне танлаштарса хаклатăп, тивĕçтерсен пăрахăçлатăп. Кирек мĕнле çĕнĕ