«Пурнăҫ урапи ҫинче»
(Антонина Лукина репертуарĕнчен)
1.Пурнăҫ урапи ҫинче
Кам мĕнле ларса пырать
Пурнăҫри телей ҫинчен
Тепĕр чух шутлаттарать
Хушса юрламалли:
Лавĕ тулли пулчĕ-ши
Лаши кутăн пулчĕ-ши
Шăлтăр-шăлтăр урапи
Мĕншĕн тикĕс кусмас-ши
2.Пурнăҫри йывăрлăха
Май тупасчĕ ҫĕнтерме
Тӳпери сар хĕвелтен
Пултарасчĕ вăй илме
Хушса юрламалли:
Лавĕ тулли пулсан та
Лаши кутăн пулсан та
Шăлтăр-шăлтăр урапи
Кăлтăр-кăлтăр кустăр-и?
3.Пурнăҫ тума ҫăмăл мар
Манар мар атте пилне
Лавĕ ҫине лартăн пулсан
Ҫирĕп тыт тилхепине
Аван-и!!! Акă паян та тăван чĕлхемĕр хăйĕн авалтанах килекен вĕçсĕр-хĕрсĕр çулĕпех утма тăрăшать. Пире, кашни ир вăл, хăйĕн чĕрĕ сăмахĕпе хăйле пурнăçа упрама вĕрентет, ăна аталантарма сĕнет, гранитлă сăмахĕпех малаллах пăхма хистет. Çапла, тăван чĕлхемĕре çĕн ĕмĕрте те пулăшса, ытамласа, сыватса пыма кашнин сывă хал тупмалла…
АВАН-и!!! Паян, хăватлă кун таппипе пит шавлах мар, анчах та хăй сăвви=юрриллĕ чăвашсен хайлавлă тĕнчине килнисем йышĕнче çыравçăсем чылаях. Ун пек савăнăçлă кунсем çулталăкра пĕрре çеç килет тесе, çав-çавах çунат çумне çунат хушса – тăвансемпе, тус-юлташсемпе, ĕçтешсемпе пĕр çавра сĕтел хушшине ларма тăрăшатпăр. Хăйĕн çывăх йышне пит тÿсĕмлĕ, ялан çĕнĕ утăмлă, сар ытарлă, сумлă шухăш-сăмахлă Галина Алексеевна Матвеева та пуçтаратех пулĕ паян хĕллехи тĕпеле. Унăн сăвви-поэмисенче – ăша хыпса çунтаракан, тĕрĕслĕхĕпе тăтăш пăлхантаракан, ăс-хакăла çĕн шанăç кÿрекен пĕтĕм ч