калав
Клубра паян ташă каçĕ иртрĕ. Çамрăксем кăмăл туличчен тĕрлĕ стильпе хăйланă ташăсем ташларĕç. Уйрăмах, Çеруш купăса илемлĕн турткаласа чăваш ташшин кĕвви-çемине каласа ташша йыхăравлани, е хĕрсем чуна çывăх юрăсене киленсе юрлаççĕ.
- Сенкерленчĕ шуçăм.
- Çеçкерех палан.
- Ах, ăçта – ши тусăм,
- эс иртсе çÿрен?... /юрăран
Ку юрăра – çамрăк яш-кĕрĕмĕн "ирхи кайăк хÿриллĕ" тунсăхĕ, чĕре хумханăвĕ те, пурнăç илемĕ те пур: хĕрсен чунĕсене тыткăнлать, ассăн сывлаттарать. Каччăсемшĕн те юрă ют мар, вĕсен кăмăлне те çĕклесе вăй-хал хушать.
- Ах, маттур Кирĕклĕ ялĕн каччисем, ирхине ĕçре, каçхине – клубра, ташлама тухсан, вĕсене çитекенни çук, юман кашта çаплах чăтаймасăр ухса тăрать. Хĕрĕсем пĕринчен пĕри чипер, сăпайлă. Вĕсен çумĕнче яшĕсем тата, чаплă утсем пек, тăпăртата тăраççĕ, куç хывнине сăнаççĕ.
- Ах! Пурнăç эревечĕ… шерпечĕ.
Ун теветкеллĕ çулĕ, тăрăмĕ, тăнăçĕ...
Алхасуллă та вичкĕн çивĕч, йăлтăрти кулăллă, асамлă та илĕртÿллĕ яшлăх! Чĕре те çавăнпа ĕмĕрлĕхе вунçиччĕре юлать иккен. Кăна çын тени пурнăç иртнĕçемĕн ăнланать.
Куля алăкран кĕрсенех куçпа хăй килĕштерекен хĕре шырарĕ. Çук, тухман клуба паян Ирина. Тен, хуларах хĕр, яла килсе çÿреме майĕ килмерĕ пулĕ. Юлашки вăхăтра хĕр пачах яла килме пăрахрĕ. Куля кĕтет çаплах.
- Мĕн пур çав ялта? - тет. Тăтăш лачака çăрса çуремелле.
Килĕшмелле - ши Кулян хăй кăмăлланă хĕрĕн сăмахĕсемпе? Пĕр тесен, килĕшес килмест каччăн хулара пурăнакан, яла тиркекен хĕр ачан сăмахĕсемпе.
- Мĕнле ялта нимĕн те çук? Эпĕ вара?
Ĕçлес тесен ял çыннишĕн ялта ĕç иксĕлми, хĕлле каччă ашшĕпе пĕрле ферма таврашĕнче юсав ĕçĕсемпе аппаланать, çулла – уйра ĕçсем кÿл пек, кайран, колхоз уйĕнче комбайнпа тырă выраççĕ...
Кÿршĕ хĕрĕ Натали, Куляна курсан, аякранах кăшкăрса чĕнчĕ: «Салам, Коля! Кил, ташлама!»
- Салам, Натали! Салам, чиперук!
Натали хăй çумĕнче пăрчăкан пек вĕлтĕртетсе çÿрени те, каччăна куçран йăл-йăл кулса пăхни те, Куляна пачах илĕртмерĕ, асăрхамарĕ те вăл ăна, кÿршĕ кÿршĕ ĕнтĕ, çынпа çын пек, тумĕпе те, илемĕпе те ытти хĕрсенчен кая мар. Çивĕчĕ -- хÿхтĕм, чăнах та, ытарми, хĕр илемне палăртать. Кун пирки тавлашу çук. Кăвак куçлă Ирина ун асĕнчен тухмарĕ, чĕрине пăраларĕ, вырăнсăр канăçсăрлантарчĕ, уçăмсăрлăх пулхатрĕ…
- Киле каятăп, - терĕ Натали, - кăшт шиклентерет çĕрлехи урам. Ыранччен апла пулсан!
- Айта, пĕрле кайăпăр, - тесе чĕнес килчĕ хĕрĕн, хăюллăх çитереймерĕ.
- Мĕн шикленмелли пур! Çисе ямасть никам та. Тăхта, пĕрле пыратăп, - терĕ тăрук Куля, çула май калаçса пыракан çын тупăннипе савăнса. Пĕрех пĕр кÿршĕре пурăнаççĕ, пĕр-ик кил урлă.
Клубран тухсан кÿршĕсем çĕрлехи тĕттĕм урампа шакăлтатса калаçса утрĕç. Кашнин пуçĕнче тĕрлĕрен шухăш явкаланчĕ, кашни хăй асапĕпе асапланчĕ, калаçу тĕшшине çапах тартмарĕç.
- Лайăх хĕр Натали, ырă юлташ, ăслă-тăнлă, тем çинчен те калаçма пулать унпа, - шухăшлать Куля. Кĕнекепе туслă.
Йăтса илсе вăр-вăр çавăрттарса илет ăна кÿршĕ ачи, пит çăмартинчен чуп туса илме те пултарать, йăмăкĕ пек. Вăрттăн ĕмĕчĕсене шанса каласа парать. Кашни кун Ирина ята илте-илте, хĕрĕн чĕри «çурăлса» тухнине ăнкараймасть-ха вăл. Çапла, Наталин палăртма юрамасть, хăйне çирĕппĕн тытать. Куля ăна шанса вăлтса парать, ĕненсе куçăнчен пăхать... çапла... ав, çулталăк иртрĕ. Натали сăмаха шухăшларах калаçрĕ, Иринăна вĕçĕмсĕр ырларĕ, урăх каччăпа çÿренине те пĕлет. Çынна, ырă мар хыпар пĕлтерсе чукмарпа çапнă пек çапса хуçма Наталин совĕç çитмерĕ. Вăхăтăн хăйĕн тăтăрки, хăех -- çынна вырăна лартать. Кирлĕ пулсан "куçа уçать", пиллет, суранне çуллать.
- Йăлтах Турă ирĕкĕ. Çын хуйăхĕпе телейлĕ пулма хĕн, - тесе вĕрентет Наталине аслашшĕ Кантри мучи.
Чухлать вăл мăнукĕн чĕри тĕпĕртетнине.
- Асатте, эсĕ тĕрĕсех калатăн пулĕ…, - тĕв тăвать Натали.
Çур çĕр иртнĕ. Тÿпере пин – пин çăлтăр йăлкăшать. Акă, вĕсем, карта речĕ тĕлне çитрĕç, хĕррипе йăрăс пÿллĕ ăвăссем ÿсеççĕ. Ăвăс çулçисем каçхи шăплăха татса тем çинчен пуплесе шĕпĕл-шĕпĕл щĕпĕлтетеççĕ, çатăл-çатăл тăваççĕ.
- Ыйха çухатнă, канăçсăр чунлă аннесем пулĕ эсир? Хăçан çывăрма выртатăр? Е, шурăмпуç сăпкине сиктерме сирĕн тĕллев? Тен, çапла тĕлĕреççĕ?
Пĕчĕкрех, пĕр лаша вырнаçмалăх картишлĕ кил умне çитсен, хĕрпе каччă картишĕнче лаша тăнине асăрхарĕç.
- Лаша? Çурçĕр варринче?
Наталипе Куля ĕненмесĕр пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç, сас кăлармасăр иртсе кайрĕç. Кÿршĕ хĕрĕ кÿршĕ ачин аллине хытăрах чăмăртарĕ çеç.
- Ан хăра, - терĕ куçĕсемпе хÿтĕлевçĕ ар.
Çĕрлехи урампа тепĕр икĕ çын савăнăçлăн хихиклетсе çавтăнса иртсе кайрĕç. Иринăпа ун тусĕ пулчĕç ку çынсем.
- Шурă лаша? – сăмах хушрĕ Натали.
- Шурă лаша.
- Коля, Униç аппа лаша усрамасть-çке?
- Усрамасть. Хăйне те тăванĕсем пăхаççĕ. Шиклентĕн – и?
- Аха, питĕ шиклентĕм. Асатте ку шурă лашана çирĕм çул каяллах курнине калатчĕ. Тĕлленмен те хам куçпа курасса.
- Кил хам çуммарах, кÿршĕм, лăплан.
Куля Наталине хăй çумне ыталарĕ, хĕр чĕри тухса тарас пек тапать. Хăй те шикленчĕ, çÿçĕсем шар! вирелле тăчĕç çав лашана курнă вăхăтра. Вунсаккăрта тесе, тăм чÿлмек лартса паман-çке кăкăра.
- Сак çине ларар, лăплан, - тет Куля. - Эпĕ сана, хам мĕнле хăяр вăрлама кайни… урăх каласа ĕлкĕреймерĕ. Хапха айĕнчен пысăках мар сысна йăраланса тухрĕ. Мĕн килĕшмерĕ сыснана каçхи сĕмлĕхре, çак Хаврунькка каччăпа хĕре çаплах тапăнчĕ, çулăхать те çулăхать, çулăхать те çулăхать. Сывлăш çавăрса илме памасть, йĕпе те нĕрсĕр сăмсипе тĕртсе хăшкăлтарать: Нăрăх-нăрăх! Нăрăх-нăрăх!
- Сирĕн сысна – и ку, мĕншĕн выльăха хупмастăр?!
- Эпир сысна усрамастпăр! – çухăрашать хĕр сак çине хăпарса тăнăскер.
- Сирĕн картишĕнчен тухрĕ!
- Пирĕн мар ку! Кам сысни?
- Эй, Турă, хăватлă Турă, хăтар инкек-синкекрен!
Куля куçĕ тĕлне метртан кая мар патак тĕл пулчĕ.
- Каçар, Туррăм! Сыснана «çурăм урлă хума» тивет.
- Хутерсен те каймасть, хар кăшкăрсан та витместь! - тет хĕр йĕрес патне çитсе.
- Чуна илет çаплах, чуна илмесĕр
хăпмасть ку усал пирĕнтен! Ак, сана! Ак, сана!
Патакпа пĕр виççĕ-тăваттă туртса çапсан, аран хăпрĕ сысна çамрăксенчен.
- Ан тивĕр! Нăрăх... э-э..., – терĕ çын чĕлхипе йăлăнса, йывăç тĕммисем хыçнелле кĕрсе çухалчĕ.
- Пулма пултараймасть!
- Тен, тăруках сехре хăпнипе сасă илтĕннĕн туйăнчĕ кăна?
- Туйăнчĕ - ши? Ахрăм вăй вылять пулĕ?
- Çынна каласан çын ĕненмĕ!
Чĕлхе вĕçне кĕлĕ сăмахĕсем хăйсемех килчĕç. Çур сехет чĕнмесĕр, пĕр-пĕрне аллисенчен тытса, куçран пăхса ларчĕç кÿршĕсем, капла, ерипен чĕрисем лăпланчĕç вĕсен. Çан-çурăм та чĕтреме пăрахрĕ.
- Пĕччен пулсан тĕк тăнă çĕртрен ăсран тайăлма пулать… чун сиснĕ пек клубран Наталипе пĕрле тухма ăс çитрĕ.
Натали куçĕнчен юхакан куççуле Куля тутипе асăрханса типĕткелерĕ. Автан авăтса ячĕ. Уф. Çутăлса килесси иртерех, çăлтăрсем те мĕлтлеткелеççĕ тÿпе анинче.
- Кĕретĕп, - терĕ хĕр ача.
- Юрать, - килĕшрĕ Куля.
Хăрушлăх иртрĕ. Натали самай лăпланчĕ. Каччă ăна, килне – тимлĕн сăнаса тăрса кĕртсе ячĕ, лăпкă чĕрепе утрĕ. хăй килĕ умне çитсен çеç, çав, хирĕç пулнă икĕ мĕлке камсем пулнине тавçăрса илчĕ. Мĕнех апла.
- Ырă çул сире! Телей! Апла иккен. Эх! Эпĕ те çав... шантăм.
Чĕри хытнă, ăшчикĕ пушаннă, ĕнсирен, тем чуллă мурĕ, пусса тăракан йывăрăш виçеллĕскер, сирĕлнĕ пек пулчĕ, куçне пăчăртасан та куççÿлĕ килмерĕ. Ахăрса та, йăваланса та кулас килмерĕ каччăн, йăраланчĕ темччен.
- Ыйхи ăçта çĕтсе çухалчĕ?
Урамран купăс сасси янăрани илтĕнет.
- Ку -- Çеруш, хĕрсене вăйăран ăсатать.
- Сенкерленчĕ шуçăм.
- Çеçкерех палан.
- Ах, ăçта – ши тусăм,
- эс иртсе çÿрен?...
- Ыран салтака каймалла! – терĕ ашшĕ. – Мĕн çывăрмастăн?
Çапла, повестка сĕтел çинче выртать. Ырантан Куля салтак тумĕ тăхăнать.
- Кăтăш пулса илесчĕ хăть.
Куç умĕнчен - Ирина мар, Натали сăнĕ каймарĕ, унăн хурлăхан пек хура куçĕсем. Тутинчен чуп тума каччăн мехелĕ çитмерĕ…
- Вырăнлăччĕ-и çав самант?
Ирхине, хĕвел тухнă-тухманах, автан сассипе пĕрле, чи малтан, купăс йăтса Çеруш çитрĕ. Куляна тăван-пĕтенĕсем, юлташĕсем Канашри çар комиссириачĕн çуртне çитиех ăсатса ячĕç. Вĕсен хушшинче кÿршĕ хĕрĕ те пурччĕ. Куля хăй те ăнланаймарĕ, ытти чухнехи виçесĕр хăюллăхĕ пач таçта кайса кĕчĕ, -- "алла-урана çыхса хучĕ", - тейĕн, вăл вăтанчĕ, сăмах чĕнеймерĕ... куçĕсем çеç суяймарĕç. Пурте тĕшмĕртрĕç. Кам мĕнле ăнланчĕ. Çеруш юлташĕшĕн вăрттăн савăнчĕ, ун çутă, "пысăк чĕрине" курчĕ. Купăсне çирĕпрех те хурлăхлăн туртса ячĕ. Эх, самана!
- Çу çулĕпе çаврăнса кил, юр-вар çулĕпе... таврăн.
Пĕр хĕвеллĕ кун Наталине почтальонка виçкĕтеслĕ çыру парса хăварчĕ. Хĕр сывлăш çавăрса илсе, конверта, шанăçпа кĕтнĕ салтак çырăвне, чĕри çумне ăшшăн пăчăртарĕ. Вуличчен малтан хумханса пĕтрĕ.
- Айта, вула-вулах, ан йĕр, Натали, ан йĕр, - терĕ сарай умĕнче ларакан аслашшĕ. - Пÿрнĕ телей вăл «шăл çĕмĕрсе» кĕрет. Кашни çын телее тивĕçлĕ. Кашни чĕрĕ чун. / авт. Алина Ахверина
сăн ÿкерчĕк интернет ирĕклĕ тетелĕнчен
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев