Калитке умĕнче палламан хура кушак ларать. Пит çăмарти çинче те, ал лапки çинче те шурă вырăн пур. Ÿнерçĕ шÿтлесе киçтĕкĕпе питне шурă сăрăпа пăнт тĕртнĕ тейĕн.
– Ку камăн кушакĕ - ши? Мĕн ятлă эсĕ? Мăркка? Тен, Ваçук? Пăçук – и?
– Пăçук – и? - тесен, кушак килĕшсе сас пачĕ: «Мяу».
Санюк ирхине шыв ăсмалла картишне тухрĕ. Пăçук кил умĕнчен кайма та шутламан, хăюллăн картлашка çинче ларать. Санюкпа пĕрле пус патне ерсе çитрĕ.
– Эсĕ халь те кайман - и? Ăçта сан кил-таврашĕ?
Пĕр хура кушак, пичĕ çинче шурă саплăклăскер йĕтем патĕнчи хурал пÿртĕ патĕнче ларатчĕ. Кам тĕр килсе янă. Çынсем хĕрхенсе -- пулă хÿри, çăкăр касăкĕ, е, çисе ярайман апат юлашкине умне хурса паратчĕç.
– Çавах-ши, е урăх кушак пульчĕ? Лешĕ те йăм хураччĕ. Хуçасăр кушак апла?
– Кĕркунне кăçал ир çывхарать. Ура туртать. Ак, сивĕсем пуçланаççĕ, çĕрлесерен шăнта пуçларĕ. Хĕл сивĕ те кăра килĕ-и?
Кÿлĕри шыв пичĕ те тĕкĕрти пек йăлтăртатмасть, симĕс-кăваклă чĕнтĕр пусмапа витĕннĕ тейĕн. Тĕнче сарала пуçланă. Мăнтарăнăн шăмшакĕ туять пулмалла, Пăçук чĕтрекелесе илет.
– Алла хăнăхнă чĕр чунсене çын ăшшисĕр, хÿтлĕхсĕр те пурăнма кансĕр., - текелесе, Санюк тулли шыв витрипе пÿрте кĕрсе кайрĕ.
Апатне чашăк çине хурса паркаларĕ. Ăшă сĕт ярса пачĕ. Пÿрте кĕртме васкамарĕ. Тыр-пул тултарнă лар ăшне шăши тытма яркаларĕ. Йăпăр-япăр тата хăй, куç умĕнче ик-виç шăши тытса тухрĕ. Маттур, Пăçук!
– Çиех, çи. Икĕ кушак усраймастăп. Ăçта хумалла сана? Сĕнсен те, никама та кирлĕ пулас çук. Кушаксăр никам та пурăнмасть.
«Кил хуçи», Мăрмăр, Пăçука курсанах вăрçма пуçларĕ, кăштахран, çаврăна-çаврăна, тĕк вĕçтерсех тÿпелешсе çапăçрĕç, уй çурласла кăшкăрчĕç.
– Хам кил, хам килте хам хуçа! Мăр мяууууууу... Хам кииилм... мяуууууууууу!
– Мааа у сан кииил кăнааааааааааа! Мааан та тек киииииил..
– Мааааарш кунтааааааан! Мняуууууу…
Санюк аптăра тăрать, пĕр-пĕринчен мĕнле вĕçертмеллине те пĕлеймерĕ. Пăçук çĕмĕрт йывăççи тăррине хăпарса тарчĕ, Мăрмăр – хыçалтан. Тепĕр çур сехет çĕмĕрте силлесе янăрарĕç.
– Мĕн çитмест - ши ку ăçтиçуксене?
Кушаксем вырăн пайлаймаççĕ пулсан, çынсем пирки мĕн каламалла? Вĕсемпе танлаштарсан этемсем ăс-тăнпа пурăнаççĕ. Вăрçă-харçă кăларсах тăраççĕ. Мул пайлаймаççĕ тейĕпĕр.
–- Мааааааааааарш! Мняууууууу...
— Самана кĕнчели! Ăçтан тупăнчĕ ман тĕле «телей»?
"Киле килсе кĕрекен кушак ырра", - тенине илтнĕ, илтмен мар.
— Ăçта, мĕнле çураçтарас икĕ аçа кушака? Канаша кайса ярас пуль, майрасем хĕрхенĕç…
Анчах, кушак аҫи виçĕ кун çĕмĕрт тăрринче ларчĕ. Хырăм выççи анрататех, Пăçук анчĕ. Хĕрарăм малтан выçă кушака тăрантарчĕ. Пăçук мĕн те пулсан кĕлетрен çаклатса тухнине, уççăн вăрланине асăрхамарĕ няк. Кушак тĕмпĕртетнĕ сас-чÿ та пулмарĕ.
– Хитре, чипер кушаках, кайса яма та шалккă, - тесе, кивĕрех сăран сумкăна хут курупка лартрĕ, кушака вырнаçтарасшăн пулчĕ. Пăçук, сасартăк, туртăнса Санюка мăйĕнчен ыталаса илчĕ, пуçне хул пуççийĕсем çине хурса ачашшăн сĕртĕнчĕ.
– Çапла та, ăнланатăп. Мăрмăр аллинче тĕп пуличчен, тен, сан тĕле ырă çын тупăнĕ, тепĕр çын савăнса усрĕ…
Санюк, шанчăкпа, - пĕр-пĕр ырă хуçа тупăнĕ, - тесе, кушака Канаша çын ытларах çÿрекен вырăна кайса ячĕ. Паллах, сумкинчен хăра-хăрах вăрттăн кăларчĕ. Хăй шухăшĕпе хăй аванмарланчĕ, хăйне пĕр-пĕр айăплă, саккун йĕркине пăсакан çын пек туйса илчĕ. Çапах та, чĕрине хытарса, хăварчĕ-хăварчех…
Пĕр-ик эрнерен Санюк урине тăхăнма ăшă пушмак туянма Канаша кайрĕ. Çанталăкĕ сивĕтсех кайрĕ. Кĕрхи кунсем пуçлансан кун кĕскелме пуçлать, çĕр нÿрĕкпе витĕнет. Сентябрь уйăхĕ çеç, кĕр пики мĕнле хĕмпе вĕçтерсе çитни куçкĕрт. Еплерех йывăçсене тустарать.
– Шĕкĕр Турра! Пахчари ĕçсене вĕçленĕ.
Пасарĕ вокзал çумĕнче те пур. Санюк вокзал çумĕнче чарăнакан автобус çине ларчĕ, хула варринчи пасар остановкинче анса юлчĕ. Кунта суйлама ирĕкрех, тавар ассортименчĕ те ытларах тивĕçтерет, кăмăла каякан япала тупса илме пулать. Пасар кунь ĕмĕр халăх хĕвĕшет, пĕри – тавар сĕнет, тепри – илме ăнтăлать. Кашни хăй тĕллевĕпе çÿрет. Нуша йывăрăшĕ тĕрлĕрен пулать-çке, «хуранне» мĕнле виçеллĕ кашăк чиксе пăтрататăн. Кама – пылак шăн çимĕç, теприне – шуруп кирлĕ. Теприсем – кĕпе-йĕм туянаççĕ. Санюк та хăйне кирлĕ тавара тупса илчĕ. Эхе, сăмах хутаçне салт кăна, çăмахне çăттараççĕ. Сутса яраççĕ! Çăвартан пăхакан сутăçă туххăмра сана мĕн илĕртнине тупса хурать. Хакĕ те тĕрлĕрен, сăмсаран çыртаканни те пур.
– Тата кăштах кăлпасси, пĕр-ик çăкăр илмелле, - Санюк хÿтĕ апат-çимĕç прилавки патне черете тăчĕ. Çын урлă каçаймастăн, Хăть мĕнле хĕвĕшсен те, культурăллă халăх, ку – килĕшÿллĕ. Хăшĕсем – «хÿрисем çине таптиччен» çеç. Апла та пулкалать…
Пĕр хура кушак, пичĕ çинче шур саплăклăскер, çынсемпе пĕрле тĕрткеленчĕ. Кушака курсан Санюкăн чĕри пĕçерсе кайрĕ, чĕлхи çĕтрĕ, кăшкăрса ямасăр аран тÿсрĕ.
– Ара, ку палланă кушак – çке, Пăçук.
Шăп та лăп, çак самантра, хитре сăн-питлĕ, кăшт кĕлеткипе туллирех майра сутăçăна çур кило кăлпасси виçтеретчĕ. Тушкийĕсем чаплă, куç выçă, сĕлеке юхса анмалла илĕртеççĕ. Касса хунă касăкĕ техĕмлĕ шăршăпа пуçа çавăрать. Сутăçă тараса çине виçме тесе, пĕр самай курăмлă татăк хучĕ, касăкне чĕркесе памалли хут илме тесе кăшт курупкасем патне пĕшкĕнчĕ. Майра та сумкинчен укçа енчĕкĕ кăларчĕ, тавар хакĕпе килĕшсе тÿлесе татăлас тесе укçа шутласа пуçне пĕкрĕ. Пăçук стайкка утне çемçен шуса çитнĕскер, фокуспа аппаланакан çынран пĕрре те кая мар хăтланчĕ, кач çаклатрĕ кăлпасси çаврине чĕрнипе, çиçĕмле вăшт шурĕ юнашар прилавккăсен айнелле. Санюк хÿрине çеç курса юлчĕ. Макăрмалла-ши, е кулмалла?
– Кăлпасси виçсе парăр, тархасшăн, васкатăп, - тет майра.
– Сире валли çур кило кăлпасси тараса çине хурса, виçсе патăм.
– Ăçта? – тет майра. – Курмастăп!
– Ак, тараса çинчеччĕ…
Сутăçăпа майра тавлашни, тек Санюк хăлхине кĕмерĕ. Хытса кайрĕ-ши пĕр самант? Куç хÿрипе те пулин – сутăçă мăкăртатса кăлпассана çĕнĕрен касса виçсе панине курса юлчĕ.
– Пăçук вăрра тухнă, х-х…
Сутăçă тем каласа шарт сиктериччен анраса тăчĕ.
– Мĕн кирлĕччĕ? Мĕн те пулсан туянасшăн-и?!
– Çăкăр...
Санюк яла çитрĕ, текех çамрăк мар, утмăлтан иртнĕ, çавăнпа та, çул утти виçи самай туйăнтарать, шăмшака витерет. Шухăшĕ çаплах кушак çинчен каймарĕ, асаплантарчĕ: «Хăй аллипе тытса кайса ячĕ Канаша, хăй аллипе».
– Хырăм выççи – хыр тăрне лăхасси мар пулĕ, ай-яй-яй. Кушак аçи вăрра тухнă. Хам куçпа курман пулсан татахчĕ. Кайса ямалла марччĕ. Пурăнтăр паччĕ ара.
Çурчĕ умне çитрĕ. Почта ещĕкĕнчен хаçат кăларса илчĕ. Çыру та пур.
– Кутамккапа сумка самаях йывăр. Эпĕ те техĕмлĕ кăлпасси…, - теме çеç ĕлкĕрчĕ, таçтан, те кутамккаран: «Мăяв», - терĕ такам.
– Апайтурах! – кăшкăрсах ячĕ Санюк, кутамккине çурăм хыçĕнчен антарса, васкаса салтрĕ. – Епле майпа?.
Кутамкка ăшĕнче икĕ симĕс куç хунар çути пек йăлтăртатрĕ.
– Мяу! Мяу! Мяу! – сас пачĕ каллех кушак.
– Тĕлĕнтермĕш! – теме çеç пултарчĕ Санюк. – Мĕнле майпа эс кутамккана çакланнă?
Пăçук, ăна – пин çынран та уйăрĕ. Ку, кушаксен хăйсем кăна чухлакан вăртăнлăхĕ.
Санюк чĕринче хĕпĕртÿ тата тăнăçлăх хуçаланчĕ. Нумай кирлĕ-и? /авт. Алина Ахверина
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев