Сисӗнмесӗрех манӑн черетлӗ ҫуралнӑ кун та килсе ҫитрӗ
Иртсе кайнӑ ҫул ҫӑмӑл пулчӗ тесе калаймастӑп-йывӑр шухӑшсем, кулянмалли самантсем самай пулчӗҫАпла пулсан та ҫак кун лайӑххине,ыррине анчах аса
илсе,чунра упраса хӑварас килет
Паллах, ҫак кун эпӗ ҫӗре ҫити пуҫ тайса хамӑн юратнӑ аттепе аннене пысӑк тав сӑмахӗ калатӑп мана кун ҫути парнеленӗшӗн!
Атте! Анне! Эсир манӑн чи хаклӑ та чи ҫывӑх ҫынсем! Яланах юнашар! Яланах пулӑшма хатӗр! Эсир мана кун ҫути парнелесе ӳстерсе ҫитӗнтернӗшӗн, пурнӑҫ ҫулӗпе ҫирӗп утма кунран кун пилленӗшӗн,чӗрери иксӗлми юратӑвӑршӑн,пурнӑҫра хаклӑ ҫынсене-манӑн юратнӑ шӑллӑмсене парнеленӗшӗн чӗреренех тав сире, хаклӑ ҫыннӑмсем!
Шупашкарта виҫӗ п