ПӖР ЧӖРЕН ШӐПИЙӖ
Юратура ним йӗрки те ҫук:
Харпăр хăйшӗн ҫеҫ пурте ҫунаҫҫӗ .
Ҫавӑнпа, тен , уйрӑлать те ҫул ;
Савнӑ чӗресем те арканаҫҫӗ .
Пӗри ҫеҫ савать икӗ ҫынтан:
Юратупа ӑшӑнать теприйӗ .
Тарӑн шӑтӑкне чавать унтан ,
Чӗре ҫине тӑкӑнать тӑприйӗ .
Вара каять малалла татах ,
Вӗри чунсем шыраса тупма .
Ун пеккисем тӗнчере пайтах :
Пурте хатӗр туйӑмпа супма .
Юратура ним йӗрки те ҫук :
Икӗ ҫыннӑн шелсӗр вӑл дуэлӗ .
Тем пек юнашар выртсан та ҫул ,
Пӗр чӗрен шӑпийӗ питӗ шеллӗ .
ТӲПЕ ЮРККИ